Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен-фермер тăван кĕтесе сăн кĕртет («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

19 августа 2016 г.

Сап-сарă тулă пуссинче «Дон-1500» комбайн шăвать. Унăн штурвалне Юрий Павлов мăнаςлăн тытса пырать.  Ăнса пулнă тырра вăхăтра, лайăх пахалăхпа вырасси уншăн пысăк шанăç

Хăйĕн сăмахне  ĕçпе çирĕплетессишĕн ырми-канми тимлет Юрий Константинович. Сарă тинĕс евĕр хумханакан тырă пусси те ăна шав малаллах чĕнет тейĕн. Вăл «уй-хир карапне» пĕрремĕш хут тытса пымасть-çке. Çак асамлă техникăпа ачаллах туслашнă вăл. Ашшĕ, Константин Павлович, паллă комбайнер пулнă май ăна пулăшма çÿренĕ арçын ача. ÿссе çитĕнсен хăй те комбайн çине ларнă. Ярхуньушкăнь, Тавăт уйĕсенче вăл сахал мар тырă çапса тĕшĕленĕ. Сăмах май каласан, унăн ывăлĕ Константин Юрьевич та штурвал умĕнче, ашшĕне пулăшать. Мĕнех тăвăн, пĕр вăхăт унăн ку техникăран уйрăлма тивнĕ. Хуçалăхсем юхăнса аркăннăран вырмалли тырри те пулман вĕт.

Иртнисĕр хальхи пулман, теççĕ халăхра. Хăй вăхăтĕнче Кĕçĕн Тăван тăрăхĕнче ял хуçалăх культурисене тухăçлă ÿстеретчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ халĕ те Свердлов ячĕллĕ хуçалăх ертÿçине Иван Измайлова, Римма Кондратьева агронома ырăпа кăна аса илеççĕ. Шел, япăх мар аталанса пынă хуçалăх та, тĕрлĕ сăлтавсене пула, ял хуçалăхĕнчи сулăнчăк авăрне лекрĕ. Тырă-пулă ытарми ешернĕ уйсене çумкурăк, хыт-хура пусса илни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ку йĕркесĕрлĕх темиçе çула та пычĕ. Чун-чĕреллисем унпа епле килĕшме пултарччăр-ха?

Кĕçĕн Тăван ялĕн Хирлеп урамĕнче пурăнакан Григорьевсем уйрăмах канăçа çухатнă пулĕ. Ěçсĕр тăрса юлни никамшăн та савăнăç мар-çке. Александр Михайловичпа Валентина Алексеевна вара алă усса ларма хăнăхман. Кил хуçи нимĕнле ĕçрен те хăраман пулсан мăшăрĕ фермăра тар кăларнă. Ěçчен ашшĕпе амăшĕ ачисем те йĕркеллĕ çынсем пулчччăр тесе тăрăшнă.

Григорьевсен виççĕмĕш ачи Алексей, авă, Кĕçĕн Тăван шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăрать. Каччă салтак службине Астрахань тăрăхĕнче ирттерет. Çарта вăй-хал пухса тĕрекленнĕскер тÿрех ĕçе кÿлĕнет. Вăл чылай юлташĕсем пек аякри стройкăсене çÿрет. ÿркенме пĕлменскер хăй тăрăшнăран укçи-тенкине те ĕçлесе илет. Апла пулин те «шапашка» тени илĕртмен яша. Ăна тăван кĕтесех хăй патне туртнă.

Алексей Григорьев ял хуçалăхĕнче çĕнĕлле ĕçлеме шут тытнă. Ятран çĕр илсе ырлăх-пурлăх тăвасси темиçе çул та канăç паман ăна. Çав çутă ĕмĕте тÿрех епле пурнăçлăн-ха? Техника та, çурчĕ-йĕрĕ те кирлĕ ĕçе пуçарса яма. Майне пĕлекен вара йывăрлăха çĕнтерсе пыратех. Çапла Алексей Григорьев юхăннă хуçалăхăн пурлăх базине хăйĕн тăвать. Паллах, ахалех мар, пысăк укçа хывса тÿлесе илет.

- Тахçанхи склада юсаса çĕнетме тиврĕ. Кăçал витнĕ йĕтеме асфальт сарса якатрăмăр. Тырпул пухса кĕртес ĕçе лайăх хатĕрлентĕмĕр, - хаваспах каласа пачĕ çĕр ĕçченĕ.

Çĕр -пысăк пуянлăх. Чылаях пысăк юхăнса выртакан лаптăка арендăна илме те хăраса тăман Алексей Александрович. Ăна сухаласа çемçетес ĕçе хăюллăн пуçăннă. Вăл ятран туяннă тракторпа темиçе çул каяллах ĕçе тытăннă. Юлашки вăхăтра кĕр кунĕсенче Кĕçĕн Тăван тăрăхĕнчи усă курман çĕрсем хуп-хуран курăнни куç кĕретех. Паянхи куна илсен, 600 гектар таранах пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

- Халĕ тырпула хăвăрт, лайăх пухса кĕртессипе ĕçсем анлă сарăлнă. Çаврăм хыççăн çаврăм тăвакан Юрий Павлов экипажĕ патĕнчен йĕтем çине тырă пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăрать. Ку енĕпе Валерий Филиппов водитель ырă тĕслĕх кăтартать. Тырра икĕ сортировкăпа аласа тасатаççĕ. Юлия Аввакумова, Владимир Андреев тата ыттисем яра куна ырми-канми тимлеççĕ. Пÿлме таса та типĕ тырăпа тулни - пысăк савăнăç. Уйсем чăннипех те тухăçлă, çурхи тулă ăнса пулнă, гектартан 26 центнертан кая мар тухать.

Вырма кал-кал пынипе пĕрлех çак кунсенче кĕр тыррисене те акса хăварма палăртнă. Çавна май вăрлăх çителĕклех янтăланă, çĕрĕ те хатĕр. Тырра çĕнĕлле ĕçлекен селякăпа акаççĕ. Кĕрхи тулă 200 гектар йышăнмалла.

Алексей Григорьев ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерессине тĕпе хурать. Çак кунсенче таврари ялсенче пурăнакансене тырă чылай сутнă.

Хресчен-фермер малаллах пăхать. Вăл усă куракан çĕр лаптăкне татах та пысăклатма тĕллев лартнă.

 

Елена ТИМОФЕЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика