19 января 2016 г.
Тавăтри культура çурчĕнчи чылай çул «Хĕлхем» хĕрарăмсен канашĕ ăнăçлă ĕçлеть. Унта этемлĕхĕн черчен пайĕн тĕрлĕ ӳсĕмри хĕрарăмсем кĕрхи ĕçсем вĕçленсенех кашни кĕçнерникун пухăнаççĕ.
Мĕн авалах хĕрарăмсем пĕр-пĕрин патне ларма çӳренĕ. Ҫак йăлана пирĕн тăрăхри пурăнакансем малалла тăсаççĕ. Хĕрарăмсен канашне пултаруллă та вăр – вар, ĕçчен, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлекен, Тавăт шкулĕнче вĕрентекен Алевтина Алексеева нумай çул ертсе пырать. Кăçал хĕрарăмсем ноябрь уйĕхĕнчех пĕрле пухăнчĕç, умри тĕллевсене палăртса ĕç планне йĕркелерĕç. «Хĕлхем» хĕрарăмсен канашне çӳрекенсем ялсене тирпей-илем кĕртессине, тĕрлĕ рейдсем ирттерессине тата ытти мероприятисене те палăртрĕç.
Малтанхи занятисенчех хĕрарăмсем хастарлăхпа палăрчĕç. Тĕп темăсенчен пĕри сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси пулчĕ. Чылай çул аптека заведующинче тăрăшнă Лена Леонтьева «Омега» çу тĕрлĕ чир-чĕртен сыватни, çынăн кун-çулне тăсни çинчен каласа пачĕ. Ҫакна та асăнса хăварма кăмăллă, Надежда Шакарова выльăх тухтăрĕ Хĕрарăмсен канашне çӳрекенсене тăтăшах выльăха мĕнле апатлантармалли, чирсенчен сыватмалли çинчен кирлĕ сĕнӳсем парать.
Хальхи вăхăтра чăваш тĕрри те пысăк вырăн йышăнать. Ку ăсталăха путре пĕлсех кайманран унăн вăртăнлăхĕсене Светлана Железнова ăнлантармалла каласа парать. Вăл вĕрентнипе кĕске вăхăтрах хĕрарăмсем капăр салфеткăсем, вырăн таврашне сармаллсем тата ытти хитре япаласем маçтăрларĕç. Кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар-ха вĕсем, малашне те хитре япала ăстлама вĕренесшĕн.