Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илленушкăнь хастарĕсем çветке чупрĕç («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

19 января 2016 г.

Сурхури – чăваш халăхĕн авалтанах пыракан йăла уявĕ. Ăна ачасем пуçланă. Арçын ачасемпе хĕрачасем пĕрле пухăнса сурхури юррисене юрласа çӳренĕ. Хуçисем вĕсене пăрçапа хăналанă. Кĕрпепе çу панă.

Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пуçтарнă. Ҫурçĕр çитсен пуласлăха пĕлме витене тухнă. Тĕттĕмре сурăхсене кайри уринчен тытнă. Ҫапла пулса кайнă та уяв ячĕ. Путек лексен – авланасса, така лексен качча каяссине пĕлтернĕ. Шурă сурăх – çутă. Хури- хура çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ. Ҫамрăксем ытларах Турă çырни пирки пĕлес тесе, аслисем тырă –пулă,пахча –çимĕç, тухăçлăхне пĕлме юмăç янă.

Илленушкăньре пурăнакансем авалхи йăла-йĕркене тытса пырас, çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентсе хăварас, аслисемпе çамрăксем тата аслă ăрури çынсем хушшинче çыхăну çирĕп пулнине туйтарас, пĕр-пĕрне кулăшпа тĕпе хурса тĕртсе-йĕплесе ырă та сăпайлă пулма вĕрентес тесе тăрăшаççĕ. Сергейпе Светлана Маркеловсем, Радомир Тарасов, Тавăт шкулĕнче вĕренекен, унăн шăллĕ Витя иртнĕ кусенче çветке чупрĕç.

  Капăр тумтир тăхăннă маттурсем килĕрен –киле кĕчĕç, кăçалхи çул туллăх пултăр тесе пăрçа сапрĕç. Кил хуçисем çветкке чупакансене пăрçапа, тутлă çимĕçпе хăналарĕç

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика