15 декабря 2015 г.
Кĕçĕн Тăван ялĕн çыннисем яланах хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе тата пĕр-пĕрин хушшинче туслă пурăннипе палăрса тăнă. Хальхи вăхăтра та кунта хастар ăру çитĕнет. Ял çамрăкĕсем хăйсем хушшинче калаçса татăлса клубри иккĕмĕш хутра спортзал тăвас терĕç. Вĕсем кĕске вăхăтра укçа пуçтарса çитерчĕç, юсав ĕçĕсем валли мĕн кирлине туянчĕç. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пыма ял старостине Илья Кузьмина, Сергей Григорьев строительство бригадин бригадирне шанчĕç. Çавăн пекех Владислав Иванов енчен те пысăк пулăшу пулчĕ. Вăл мачча çине çапма фанер, ăшă кĕртмелли хатĕрсем илсе килчĕ. Çамрăксем тăрăшса ĕçлерĕç: стенасене якатрĕç, сăрларĕç, ăшă тата çутă кĕртрĕç. Юрий Бурмистров вара спортзал стенисене ÿкерчĕксемпе илемлетрĕ. Хамăр ентеш, район депутачĕ Валерий Афанасьев та аякра юлмарĕ. Вăл спорта юратакансене кирлине парнелерĕ. Çапла вара ноябрĕн 27-мĕшĕнче спортзал алăкĕ уçăлчĕ. Ку пуриншĕн те пысăк савăнăç. Халĕ кунта спортпа туслисем хаваспах çÿреççĕ.
Светлана МАТЬЯНОВА,
Кĕçĕн Тăван клубĕн ертÿçи.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета