10 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 5-мĕшĕнче «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсенче 11-мĕш класра пĕлÿ илекенсем (5-мĕш ступень) Пĕтĕм тĕнчери физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене (ГТО) пурнăçларĕç.
Арçын ачасемпе хĕрачасем çак нормăсене парассишĕн тăрăшрĕç: выртса алăсемпе хутламсем тăвасси (хĕрсем), 16 килограмлă кире пуканĕ çĕклесси (каччăсем)* урасемпе тÿрĕ тăрса малалла туртăнасси (каччăсемпе хĕрсем), пневматика винтовкинчен выртса пересси, дистанци - 10 метр (каччăсемпе хĕрсем)* кĕлеткепе 1 минут хăнăхусем туни (каччăсемпе хĕрсем)* вырăнтан тăршшĕне сикесси (каччăсепе хĕрсем)* снаряд (граната) пересси (хĕрсем 500 грамм, каччăсем 700 грамм).
Асăннă нормативсене панă хыççăн Тавăт шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Виктория Герасимова «ылтăн» паллăна çакса çÿреме тивĕçрĕ. Ултă вĕренекен - «кĕмĕл», çиччĕшĕ «пăхăр» паллăсене çĕнсе илчĕç.
Районта ГТО нормисене пама 99 яшпа хĕр хутшăнчĕ. Аса илтеретпĕр, паллăна «аялти планкăпа» килĕшÿллĕн параççĕ. Енчен те нормăсенчен пĕрне те пулин пăхăр паллăна илмелĕх кăна пурнăçланă пулсан, ыттисене кĕмĕл е ылтăн илмелĕх тунă пулсан та, «пăхăр» паллăна кăна параççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета