Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахал çуралнă, нумай вилнĕ (Аликовская районная газета «Пурнăç çулĕпе»)

20 октября 2015 г.

20 октября 2015 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ ял тăрăхĕсенчи январь-сентябрь уйăхĕсенчи демографи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçал 120 ача çурални палăрнă. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан - 10 пепке сахалтарах.

Тавăт ял тăрăхĕнче ачасем уйрăмах нумай - 26. Иккĕмĕш вырăнта - Элĕк ял тăрăхĕ - 24 тĕпренчĕк кун çути курнă. Виççĕмĕш вырăнта Ехремкасси ял тăрăхĕ - 16-ăн çут тĕнчене килнĕ. Тени тăрăхĕнче - 1, Йăлкăшра, Ураскилтре 2-шер ача çуралнă.

Январь-сентябрь уйăхĕсенче 214 çын вилнĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан - 26 çын сахалтарах. Элĕк ял тăрăхĕнче (31 çын), Ехремкасси ял тăрăхĕнче ( 25 çын), Тавăт, Чăваш Сурăм тата Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче (20-шер çын) уйрăмах нумай çын пурнăçран уйрăлнă. Районĕпе илсен, çынсем вилни çуралнинчен 1,8 хут пысăкрах.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика