02 октября 2015 г.
Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 4-9-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри штаб тренировки пулать. Çавăн пекех октябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 2-мĕшĕччен Чăваш Республикин территорийĕнче гражданла оборонăн уйăхлăхĕ иртет.
Асăрхаттаратпăр! Республикăра тĕрлĕрен чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тĕллевпе октябрĕн 6-мĕшĕнче 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра электросирена тытăмĕ мĕнле ĕçленине тĕрĕслеççĕ. Хăнăхман сасса илтсен пăлханса ÿкмелле мар, ĕçлемелле, вĕренмелле.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета