Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке шухăш – туйăм витĕмлĕхне ӳстерет («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

20 марта 2015 г.

Вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пыракан ача обществăлла ĕçре те, спортра та хастар пулнине шкулсене тухсан пĕрре мар асăрханă. Яланах малтисен ретĕтче вĕсем. Тавăтри пĕтĕмĕшле ăс паракан Анастасия Куликова хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратмасть.

Пушă вăхăра та мĕн те пулсан çĕннине шырама кăмăлать,сăмах вакласа вăхăта иртерместь.

Мĕн шкул çулне такăрлатма пуçланăранпах тăрăшулăхпа палăрнă Настя. Яланах «4» тата «5»паллăсемпе вĕренсе пынă.

Аслă классене куçан шкул ачи вăхăтăн ытларах пайне пĕтĕмпех вĕренӳ çине уйăрнă. Тăрăшулăхпа, ăнтăлупа çеç ĕмĕте пурнăçа кĕртме май пуррине тĕпе хунă. Хăйĕн умне тĕллев те лартнă: 10 -11-мĕш классенче «5» паллăпа çеç вĕренмелле. Чăннипех те вуннăмĕшĕнчен «пиллĕпе» çеç вĕренса тухнă, кăçал та 1 –мĕш çурçула питĕ лайăх вĕçленĕ.

-Уроксенче «тăваттă» паллă илмесĕрех пулмаст –ха. Ăна çийĕнчех тӳрлетме тăрăшатăп, - пĕлтерет Настя. Килти ĕçĕсене çиелтен çеç туманине педагогсем те палăртаççĕ. Практика, тĕпчев ĕçĕсене пурнăçланă чухне темиçе тĕрлĕ литературăпа усă курнине, темăсене тарăнăн уçса панине пĕлтереççĕ. Чылай çĕннине, кăсăкланине энциклопедисенче, Интернетра шырама кăмăлать. Анчах та тăрăшуллă вĕренекен социаллă сетьсенче вăхăта иртерме юратмасть.

Литература, истории, чĕлхе урокĕсем килĕшнĕрен ĕçрен пушансанах кĕнеке тытать. Хальхи çыравçăсен хайлавĕсене кăмăлать. Елена Звездная, Анна Гаврилова çыравçăсене килĕштереть.

-Хайлавсене компьютерпа тата кĕнекерен вулани хушшинче пысăк уйрăмлăх. Кĕнекене вуланă май унти сăнарсемпе хăвăн та темĕнле çыхăну пурри сисĕнет, вĕсен шухăш кăмăлне лайăхрах ăланнăн туйăнать. Компьютерпа вара ку çыхăнăва туймастăп,-хăйĕн шухăшне палăртать çинçерех пӳ-силлĕ хĕр.

Пĕлӳ шайне шайне тĕрĕслес, ăс-тăн çивĕчлĕхне палăртас тесе районти тата республикăри олимпиадăсене те хутшăнă. Пĕрре мар çĕнтерӳçĕсен йышне лекнĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче кăна физика, истори, вырăс тата чăваш чĕлхипе литературисе, экономика олимпиадисенче тĕрĕслев ĕçĕсем пурнăçланă. Вырăс тата чăваш чĕлхипе, экономика предмечĕпе районти чи пысăк балл пухса пĕрремĕш вырăна тухнă, республикăра иртерекен олимпиадăна хутшăнакан. Вырăс литературипе те районта призерсен йышне.

-Алла аттестат илсен аслă пĕлӳ илме ĕмĕтленетĕп. Экономика енĕпе вĕренме кайма шутлатăп, -кĕскен пĕлтерет А.Куликова.

Килте пушă вăхăт тупăнсан çекĕлпе салфеткăсем çыхма, лентăпа тĕрлеме кăмăлать. Конькипе ярăнасси те уншăн чун киленĕвĕ. Спорт вăйисенчен вара волейбол тата футбол килĕшет. Тавăтри вăтам шкулăн спорт командинче шутланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика