23 января 2015 г.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçăри этемлĕх кун-çулĕнчи чи пысăк хирĕçӳ. Ҫак вăрçăра пурĕ 62 патшалăх хутшăннă. Ҫапăçусем 40 ытла патшалăхăн çĕрĕсем çинче иртнĕ. Юнлă вăрçă 57 миллиона яхăн çын пуç хунă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин хура -шур курнă, вут çулăмĕ витĕр тухнă çынсем пирĕн хушăра çукпа пĕрех. Иртнĕ ĕмĕрте çĕнтерӳшĕн пурнăçан вăхăтсăр уйрăлнă паттăрсене халĕ те ырăпа асăнаççĕ, вĕсен ячĕсене манмаççĕ. Кĕçĕн Тăван ялĕнчен вăрçа 253 çын тухса кайнă, вĕсенчен 175шĕ юнлă вăрçă хирĕнчех выртса юлнă.
70 çултан çеç тупаççĕ Карп Кондратьевăн вил тăприне тăванĕсем. Кĕçĕн Тăванта çуралса ӳснĕ салтак инçетри Бельги тăрăхĕнче Ов хулинчи чиркӳ çумĕнчи çăва çинче хăйĕн канлĕхне тупнă.Бельгири Раççей посольствин представителĕсем Раççее икĕ хутчен унта чăваш салтакĕн вил тăприйĕ пулнине пĕлтернĕ. Анчах та 1999 çулта Интернет çыхăнăвĕ вăйлах аталанманине пула салтакăн тăванĕсем тупăнман. Бельги çĕрĕ çнче 300 совет салтакне пытарнă. Вĕсен тăванĕсене шыраса тупас тĕллевпе 2012 çулта Бельги патшалăхĕ «Ятсене тавăратпăр» акци йĕркеленĕ. Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ӳснĕ Александр Разумов Брюссел хулинче Раççей наукипе культура центрĕн директорĕнче тăрăшать. Ентеш 2014 çулхи çу уйăхĕнче Карп Кондратьев çинчен архивра ĕçлекен юлташне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Тепĕр пилĕк кунтан архиври докментсем хатĕр те пулнă, паттăр салтакăн тăванĕсене шыраса тупнă.
Совет салтакĕн çинчен ытларах пĕлес тĕллевпе Кĕçĕн Тăвана çул тытрăмăр. Шăпах Карп Кондратьев çуралнă кил вырăнĕнче унăн шăллĕн ывăлĕ Николай Кондратьев пурăнать Пире вăл хаваспах тăванĕ çинчен каласа пачĕ.
- Эпĕ астăваса пирĕн пӳртре стена çинче яланах Карп Кондратьевичăн пысăк сăн сăн ӳкерчĕкĕ çакăнса тăнă. Атте ăна темиçе хутчен те шыранă, анчах тупайман. Хыпарсăр çухалнă тесе каланă. Урăх эпир нимĕнте пĕлмен, - иртнине аса илчĕ Николай Тихонович.
Карп Кондратьев 1918 çулта çуралнă. Ăна Элĕкри çар комиссариачĕ 1939 çулта çара ăсатнă. Пулеметчик 1941 çулта тăванĕсем патне Перемешыль хулинчен юлашки çыру янă. Хыççăн вара ун çинчен нимĕнле хыпар та пулман. Малтанхи документсенчен çакă паллă: Клим Хайбибулин лейтенант Карп Кондратьева нимĕçсем персе пăрахнине каланă. Чăн пулнине вара К. Кондратьева пытарнă чухнехи сăн ӳкерчĕкри партизансем çрĕплетеççĕ.
Карп Кондратьев Бельгин « Шурă çар» ушкăнĕнче пулнă. Вырăнти партизансемпе тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă. Нимĕç патрулĕ вĕсене тыткăна илнĕ. Карп Кондратьев ытти партизансемпе пĕрле концлагерте нумай асап тӳснĕ. Ҫапах та вăл тыткăнран тухса тарма вăй- хал çитернĕ каллех çапăçăва кĕнĕ. 1994 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Карп Кондратьева нимĕçĕн пульи вĕлернĕ. Ҫирĕмрен иртнĕ каччăн савăнăçĕ те, телейĕ те пулацйман.
Паттăр салтак тăшмана хирĕç çапăçăва пурнăçран уйрăлнине 10 çулхи арçын ача курнă. Виктор Дюбуа ашшĕ-амĕшĕ çапăçу пынă вырăнтан çул урлă çеç пурăннă. Ăна чӳрече патне пыма чарнă, анчах та арçын ача вĕсене сăмахĕсене итлемен, çапла вара совет салтакне вĕлернине курнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, хирĕçле тăрринче нимĕçсене хирĕç кĕрешекен Карп Кондратьев пеме меллĕ пултăр тесе тăрра кăшт вистенĕ, тăватă нимĕçе вĕлернĕ. Вăл тăшмансемпе нумаях çапăçайман, ăна часах персе пăрахнă. Совет салтакĕн вил тăприне Бельги çыннисем 70 çул пăхса пурăннă.
Карп Кондратьевăн икĕ вил тăпри. Пĕрне вырăнти влаç органĕсемпе çарти юлташĕсем тунă. Унта йывăç хĕрес лартнă.Ячĕпе хушаматне тата хăçан тата ăçта çуралнине, мĕнле вилнине çрнă. Анчах та унăн ятнеи Карл тесе палăртнă. Тăванĕсен шучĕпе, тен, çакă ăна шыраса тупма йывăрлăх кӳнĕ те. Тепĕр вил тăприне Бельгири Раççей посольстви 2000 çулта мрамортан туса лартнă
Вăрçă историйĕ Кĕçĕн Тăванти Кондратьевсемшĕн 70 çул тăсăлнă. Вĕсем Интернетра Карп Кондратьевăн мемориал хăмине уçнине, архив докуменчĕсене курнă. 2014 çлхи авăн уйĕхĕнче Николай Кондратьевăн аппăшĕпе икĕ йăмăкĕ Бельгири тăванĕн вил тăприйĕ çине çитсе курнă, вĕсем Карп Кондратьев çуралса ӳснĕ вырăнтан çĕр илсе кайнă. Чăвашсене Бельги çĕрĕ çинче хапăласа кĕтсе илнĕ. Пĕртăвансене унта каяс умĕн çумăрлă çанталă пуласси çинчен асăрхатарнă, анчах та вун кун хушшинче пĕр тумлам та çуман иккен. Полина Ашмарина, Роза Ефимова, Мария Романова пĕртăвансене Карп Кондратьева пытарнă çĕре çăва çинче халăх нумаййине асăрханнă, вĕсене ытти салтаксем патне килнĕ пулĕ тесе шутланă. Бельги çыннисем вара ятарласа совет салтакĕн тăванĕсене çапла кĕтсе илнĕ иккен. Хăнасене паттăр салтак çинчен каласа панă, митинг иртернĕ, чечексем хунă.
Бельгири Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пуç хунă паттăрсене манмаççĕ.Ов хулин паттăрсене манмаççĕ. Ов хулин çăви çинче пурĕ 300 совет салтакне пытарнă. Хăшĕсемн ячĕсем паллă та мар. Салтаксен тăприйĕсене кашни çул пăхса тăнăшăн, чечексем хунăшăн Кондратьевăн тăванĕсем Бельги халăхне тав тунă. Ҫакна та палăртмалла, авăн уйăхĕн 4- мĕшĕнче Карп Кондратьев пурнăçран уйрăлнă кун- Мария Романова (Кондратьева) кун çути курнă. Ҫак кун ăна нумайлăхра асра юлĕ. Вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне Бельги халăхĕпе паллă тунă тата тăванĕн вил тăприне тупнă. Аппăшĕпе йăмăкĕсем К.Кондратьева пытарнă вырăнти çĕре ашшĕпе амăшĕн вил тăприйĕ çине хунă.
Ентешĕн паттăрла вилĕмĕпе ячĕ нихăçанта асран тухмĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета