22 ноября 2014 г.
Пăрлă çумăр инкекĕ Тавăт ял тăрăхне те пырса тиврĕ. Ҫак кунсенче ялсенче чрезвычайлă лару- тăру сикске тухнă.
Ҫак пăтăрмаха район администрацийĕ чи пирвайхи самантрах алла илчĕ. Оперативлă штаб ялсенчи мĕнле улшăнусем пулнине тĕрĕслесе тăчĕ.
Ҫутăсăр пурнăç çук. Пăрлă çумăра пула пилĕк кун ăшăпа çутăсăр пурăнтăмăр. Йывăç тураттисем шакăртатса ӳкни хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Вĕсем хуçăлса ӳкнипе электричество пăралукĕсем татăла – татăла анчĕç. « Пăрлă» эрне кун халăха нума асап кăтартĕ,-нушаллă кунсене Кĕçĕн Тăванта пурăнакансем.
Лару-тăру кашни ялтах çивĕч пулнăран электро-монтерсем çеç, вырăнти халăх та тăрăшса ĕçленĕ, электричество линифйĕсем иртсе каякан вырăнти йывăçсене каснă. Ҫакна Тавăт ялне кĕнĕ чухне те асăрхама пулать. Ҫулăн сулахай енче, электричесиво линийĕ тăсăлакан çĕртре, йывăçсен турачĕсене касса янă, пĕр çĕре тирпейлĕн купаласа хунă. Пвлушкăнь еннелле каякан çул çинче те йывăçсене тирпейлени курăнать.
Пăрлă çумăр хытах сăтăр турĕ. Ял турачĕсене тирпейлессипе кашни кунах тăрăшрĕ, - каласа парать Торопкассинче пурăнакан Алена Иванова
Ҫынсем хăйсем пурăнакан вырăнти тавралăха тирпейленĕ. Пĕрисем моторлă пăчкăпа, теприсем пуртăпа е ал пăчкипе ĕçлеме тухнă. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем те тăрăшнă. Ялта пурăнакансем ӳксе пĕтнĕ туратсене виçĕ – тăватă кун пуçтарнă, урамсене тирпейленĕ.
Пахчасене улмуçисем хуçăлса пĕтрĕç, ытти йывăçсем те аманчĕç,-кăмăлсăр калаçаççĕ тавăтсем.
Ҫапла пăрлă çумăр район çыннисене нумай асап кăтартнă. Ытларах пĕчĕк ачаллă çемьесемпе ватă çынсем нуша курнă.
М. Шорина