Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарта хĕрарặм çунặ (Аликовская районная газета «Пурнăç çулĕпе»)

12 ноября 2014 г.

Юпа уйặхĕн 29- мĕшĕнче каçхи тăхăр сехетре районти пушар чаçне Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакасенчен шăнкăрав çитрĕ. 1952 çулта çуралнă хĕрарăмăн кил хуалăхĕнче «хĕрлĕ автан» алхасма пуçланă. Районти пушар хуралĕ машини çитичен газ балонĕ сирпĕннĕ, çурт тăрри ишĕлме ĕлкĕрнĕччĕ. Ҫулăма сӳнтернĕ вăхăтра çунса кайнă хĕрарăм кĕлеткине асăрхарăмăр.Пушар сăлтавне палăртас тĕллевпе следстви иртеретĕмĕр. Кил хуçи час- часах эрехпе иртĕхнĕ, пурăнмалли çурта электричество хатĕрĕпе хутса ăшăтнă. Ҫавна пулах инкек сиксе тухни те иккĕлентерместь, тĕрĕслев ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

     Ҫавăн пекех чӳк уйăхĕ виççĕмĕшĕнче асăннă ялта тепĕр пушар алхасрĕ. 1970 çулта çуралнă иккĕмĕш ушкăн инваличĕ кăмака хутса янă пулнă. Тĕтĕм çулĕ çурăлса пĕтнĕрен кĕске вăхăтрах мачча çинчи çулçăсем çунма пуçланă. Инкекре çурт тăрри сиенленнĕ, тăкакĕ 100 пин тенкĕпе танлашнă

                                                                                                                                                                                                                                                                                   В.ПРОКОПЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика