Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура вучахне сÿнме памаççĕ («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

15 ноября 2014 г.

2014 – çул Культура çулталăкĕ. Шел те районти клубсен шăпи питех те хурлăхлă. Культура учрежденийĕсем пĕр пĕринчен çав териех уйрăлса тăмаççĕ пулĕ: çурчĕсем çĕнех мар, калăпăшĕ пасăк пулмасан та йышлă халăхпа мероприятисем иртермелĕх вырăн пур. Пурлăхпа технка бази енчен те пуянах маар, апла пулин те культура ĕçченĕсем вĕсене лайăх шайра тытса пыма пултарни куç кĕреть. Паллах, пачах юхăнса лараканнисем те çук кĕреть. Паллах, пачах юхăнса лпраканнисем те çук маар. Культура çурчĕсене пурне те пĕр япала çыхăнтарать – халăх канăвне йĕркелесси.

     Хирлеппуçĕнчи клуб – библиотекăн шăпи те тивĕçтерместь. Çурт тăрри кивелсе юрăхсăра тухнине маччаран шыв анни çирĕплететь. Çавна пула пÿлĕмри стенасем илемне çухатрĕç, вĕсене тĕксĕм сăн çапрĕ. Мероприятисене хатĕрленнĕ чухне те нÿрĕк сывлăш тăратчĕ. Клубра тăтăшах йĕпе пулнăран çутă пăралукĕсем хыпса илесрен хăраттăмăр. Кăçал вара çу кунĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А Куликов ял çыннисемпе пуху иртерчĕ. Çынсем ялти кивĕ шкул ахаль ларнине, унăн тăррине витнĕ тимĕре клуб вали усă курма май пурине калаçрĕç. Александр Николаевич вĕсемпе килĕшсе шуç тимĕре клуб тăррине витнĕ çĕре яма ирĕк пачĕ. Çакăншăн хирлеппуçсем район пуçлăхне тав тăваççĕ

     Шкул тăррине витнĕ тимĕре вистес ĕçе Дениспа Владисав Филипповсем, Михаил Касмаков тата Алексей Терентьев хутшăнчĕç. Николайпа Андрей Куприяновсем техника енчен пысăк пулăшу пачĕç, тимĕре клуб çывăхне туртарчĕç. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Алексей Петровпа Николай Ермошкин клуб тăррине витсе те пĕтерчĕç.

       Умри тĕллевсем пысăк . Çитес вăхăтра капиталлă юсав ĕçĕсене те хамăр вăйпах пурнăçласшăн. Укçа – тенкĕ çитсе пыманни вара яланхиллех ура хурать. Темĕнле йывăр пулсан та культурăна малалла аталантарассишĕн тăрăшетпăр, унăн вучахне сÿнме памастпăр.

                                                                                                                                                                                                                                                                   Вера Петрова

                                                                                                                                                                                                                    Хирлеппуçĕнчи клуб – библитоекăн ертÿçи

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика