Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕкĕрешсем çуралнă. («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

08 октября 2014 г.

Кашни çын пурнăçĕнче чун- чĕрене çывăх, асра юлакан пулăмсем пур. Вĕсенчен пĕри – ача çурални. Çут тĕнчене пĕрре кăна мар, иккĕн харăсах килнĕ пулсан- икĕ хут савăнăç.

Çак кунсенче район администрацийĕнче ЗАГС пайĕнче кăçалхи йĕкĕрешсене регистрацилерĕмĕр. Икĕ хутчен хĕпĕртемелли вара Тавăт ялĕнчи Олег Ивановичпа Галина Георгиевна Семеновсен çемйинче пулчĕ. Вĕсен çемйинче пĕрремĕшсем – Степан тата Роман çуралчĕç. Çавăн çинчен çырнă свидетельствăна, ăшă сăмахсем каласа, мĕн пур ыррине, çирĕп сывлăх сунса, савăнăçлă Лару-тăрура ашшĕне тытартăмăр.

Çемье пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Ырă пурнăç, юрату хуçаланннă çĕрте ача чăн – чǎн çын пуласси паллă. Çемье яланах патшалăх тĕрекĕ пулнă, пулать те. Çĕр – шыв интересĕсене тĕпе хурса, çемьесене ăнăçлǎ, телей тума тăрǎшмалла.

 

Источник                           «Пурнăç çулĕпе»

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика