Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен историне çырнă ("Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета)

01 октября 2014 г.

 

Çитĕнекен ăрăва хăйĕнчен пĕчĕк çĕр-шывĕн историйĕпе кăсăкланма майсем туса парас,аваллăх çинчен ытларах пĕлме пулăшас, унпа кулленхи вĕренÿре усă курма хăнăхтарас, вĕренÿпе культура учрежденийĕсен летопиçне хатĕрлес тĕллевпе конкурс йĕркелерĕмĕр. Вăл шкулсемпе ача сачĕсем хушшинче «Манăн шкул - иртни тата хальхи»ятпа иртрĕ.

Вĕренÿ тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хăйсен пурнăçне, аталанăвне, хальхи ĕç-хĕлне сăнлакан илемлĕ альбомсем хатĕрленĕ.Çитĕнĕвĕсене,пурнăçра пысăк утăмсем тунă вĕренекенсем çинчен çырса кăтартнă.Альбомсем информаципе пуян. Конкурса пĕтĕмлетсе жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Б.С.Марков ячĕллĕ Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ăтам шкул пĕрремĕш вырăна тухрĕ,Чăваш Сурăмĕнчи,Мăн Ямашра вăтам шкулсем – иккĕмĕшĕ,Юнтапари тата Мăн Вылăри вĕренÿ учрежденийĕсем- виççĕмĕш.

Шкул çулне çитменнисен учрежденйĕсен йышĕнче Тавăтри «Пучах» ача сачĕ информаципе пуян тата илемлĕ альбом хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Малти вырăнсене йышăннă шкулсемпе ача садне хаклă парнесемпе,хисеп хучĕпе чыслатпăр.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика