06 сентября 2014 г.
Ачасем-тероризма хирĕç
Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре терроризма хирĕç кĕрешекенсен пĕршухăшлăх куне паллă турăмăр. Вăл Бесланта 2004 çулта пулса иртнĕ синкер пулăмсемпе çыхăннă.Çурçĕр Осетинче теракт вăхăтĕнче вилнисене асăнса районти пур шкулта та мероприятисем иртрĕç. Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тулли мар вăтам шкулта 5-9 –мĕш классемпе «Эпир астăватпăр» класс сехечĕ ирттернĕ. Б.С Марков ячĕллĕ Тавăт вăтам шкулĕнче вĕренекенсем астăвăм линейкине пухăннă.Ачасем сăвăсем вуланнă,шăп тăрса ним айăпсăр пуç хунисене асăннă.Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнчи вĕренекенсенм «Беслан синкерлĕхĕ» презентаципе паллашнă, словарь ĕçĕ çырнă.Кĕçĕн классенче вĕренекенсене «Беслан астăвăмăн ахрăмĕ» фильм кăтартнă. Юнтапа, Питĕшкасси, Йăлкăш шкулĕсенче те терроризма хирĕç кĕрешмелли çинчен калаçнă.
Л.КУЗНЕЦОВА
Районти веренÿ пайĕн аслă методисчĕ.