31 июля 2014 г.
30 июля 2014
Çук,ахаль иртмеççĕ Тавăт шкулĕнче вĕренекенсем çуллахи ытарайми вăхăта.Акă, кашни кун тенĕ пекех шăп та лăп пĕр вăхăтра 18-21 сехнтсенче 6-11 классенче вĕренекенсем тата çак шкултан вĕренсе тухнисем вырăнти стадиона пухăнаççĕ те футбола выляма тытăнаççĕ.Хавасла та çивĕч тупăшăва курма ял çыннисем те, кĕçĕн классенче вĕренекенсем те килеςςĕ.
Кунашкал вăйăн усси пулатех:ачасемпирус мăкăрлантармĕç,эрех-сăрапа, наркотиксемпе аппаланмĕç.Тĕллевĕ çирĕп вĕсен – спорт вăйисем.Кун пек чухне сывлăхшăн сиенлĕ йăласем çинчен шухăшлама та вăхăт çук. Пĕр сăмахпа каласан,усăллă иртереççĕ каникул кунĕсене.
Источник: районная газета «Пурнăç çулĕпе»