Иртнĕ шăматкун Мăн Тукташ ялĕнче ял уявĕ иртрĕ. Ăна чăвашсен паллă поэчĕ Илья Семенович Тукташ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă.
Илле Тукташ 1907 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Мăн Тукташ ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Унăн тăван килĕ паянхи кун та упранса юлнă. Кил-çурчĕ музей вырăнĕнче. Шалта поэтăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксенче паллашма пулать.
Çак уява шăпах Илья Тукташăн килĕ умĕнче ирттерме палăртнă. Кунта ялти çынсем кăна мар, кÿршĕри ялсенче пурăнакансем те чылайăн килнĕ. Палăртса хăвармалла - Мăн Тукташ чăннипех те пысăк ял. Çак ялта пурĕ тăватă паллă çын çуралса ÿснĕ. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Гимнĕн авторĕ пурри те пире савăнтарать, мăнаçлантарать, хавхалантарать.
Ял уявне Ураскилт тата Тури Выла ял библиотекарĕсем Альбина Козловăпа Зоя Степанова савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чи малтанах И.Тукташ çырнă сăвăран кĕвĕленĕ республикăн гимнĕ янăрарĕ. Унтан уява ертсе пыракансем пухăннă хăнасемпе ял-йыша юратнă поэтăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Пурте тимлĕн итлени унăн пурнăçĕпе кăсăкланнине тата çакна хапăлласах йышăннине пĕлтерчĕ пулĕ.
Паллă кунпа чи малтанах халăха Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Филиппова, унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов саламларĕç. «Пурте çак паллă поэтпа танлашма пултараймаççĕ. Тукташăн сăввисене пурне те мар пулин те, çапах та юратса вулатпăр. Акă сăмахран, «Тăван çĕршыв» юррине те ирсерен эпир итлетпĕр. Пирĕн ентешĕн хăватлă сăмахĕсем чăннипех те чуна савăнтараççĕ», - терĕ Петр Петрович уяв ячĕпе саламласа пурне те сывлăх суннă май. Çавăн пекех ку тăрăхра пурăнакансене саламлама Геннадий Михайлов таврапĕлÿçĕ, «Элĕк ачи» ентешлĕх ертÿçи Владимир Иванов килнĕ. Иштек ялĕнче çуралса ÿснĕ Элĕк ачи каланă «Эс пулман пулсан, Тукташ, мĕн юрлатчĕ-ши чăваш;» тенĕ сăмахсем питех те вырăнлă пулчĕç кунта.
Илле Тукташ çемйи мĕнле çурални пирки унăн тăванĕ Валерий Ельцов каласа пачĕ. «Тукташа чăвашсен Сергей Есенинĕ тесе калас килет. Уйрăмах «Шур кăвакарчăн» сăвва вуланă хыççăн çакна ăнланса илтĕм. Унăн сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ, чылай чăваш композиторĕ Илле Тукташ сăввисем тăрăх юрăсем те кĕвĕленĕ. Унăн пур енлĕ пултарулăхĕ çăлкуç пек тапса тăнă. Унсăр пуçне çак ялтан тата ытти паллă çынсем тухнă. Апла пулсан ялăн малашлăхĕ пур», - терĕ Валерий Федорович.
Çыравçă пултарулăхĕ ытти сăвăçсене те хăй патне туртать, çавăнпах Любовь Шашкина-Лĕпĕшпи те уяв ячĕпе саламлама килчĕ. Хăй Ураскилтрен пулнă май ку тăрăхра çуралса ÿснĕшĕн мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Любовь Аркадьевна уява пухăннисене поэта халалланă хăй çырнă сăввипе саламларĕ.
Юлашкинчен уяв концерчĕ пулчĕ. Кунта Элĕкри ветерансен хорĕ тата Кĕçĕн Тăванти «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнĕ хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Мăн Тукташри хастар хĕрарăмсем ял уявне пынă кашни хăнана вĕри шÿрпепе, техĕмлĕ сăрапа сăйларĕç.
А. СИЛИВЕСТРОВА.