21 февраля 2017 г.
Февралĕн 18-мĕшĕнче Мăн Тукташри Джения Алексеевна Баринова 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе пĕрле ăна Ураскилтри «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ те çуралнă кунпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунса илемлĕ юрăсем парнелерĕ.
Джения Алексеевна 1937 çулта Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Пĕр ял каччипе çемье çавăрса икĕ ывăлпа виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Вăтăр пĕр çул çак ялти культура çуртĕнче тăрăшнă. Тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхне кура чылай Хисеп хутне тивĕçнĕ вăл. Çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнăран пилĕк ачана çитĕнтерсе, тĕрĕс воспитани пама çăмăл килмен ăна. Çапах та пĕчченех ура çине тăратма пултарнă вăл ачисене. Халĕ пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Паянхи кун Джения Алексеевнăна ачисемпе вун икĕ мăнукĕ, пилĕк кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета