18 ноября 2016 г.
Алăпа çыхни - ĕлĕкхи халăх ăсталăхĕ. Çынсем çыхассипе хăйне кирлĕ хитре япала тăвассишĕн кăна лармаççĕ. Ал ĕç вăхăтĕнче çын лăпланать, унăн кăмăлĕ çемçелет. Çак ĕç ăна савăнăç кÿрет, пултарулăха туптама, кулленхи пурнăçра илемлĕхпе килĕшÿлĕхе курма пулăшать. Юлашки вăхăтра хĕрарăмсем ăсталăха кăтартса тĕрлĕ енлĕ ал ĕçĕпе аппаланма юратнине, çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем шыраса çыхма е тĕрлеме вĕреннине тăтăшах асăрхама пулать.
Ураскилт культура çуртĕнче те, акă, каçсерен «Кĕмĕл çип» кружока ал ĕç ăстисем пуçтарăнаççĕ. Çак кружок виçĕ çул ĕçлет. Ăна ертсе пыраканĕ - ялти культура çурчĕн заведующийĕ Мария Степанова. Кружок юнашар вырнаçнă ялсенчен - Шĕнтрешре, Тури Вылара пурăнакан çынсене пуçтарать. Кунта çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, ĕлĕкхилле кĕнчелепе е электричество машинипе çăм арлаççĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕ питĕ хастар та маттур, темĕн те çыхма, тĕрлеме пĕлет. Илемлĕ алсиш-нуски, шальсем, тĕрлĕ салфеткăсем, мунчаласем çыхасси кружока çÿрекенсемшĕн йывăрах мар. Ал ĕçĕпе ларнă чухне юрăсем шăрантараççĕ. Тин кăна ал ĕçне кÿлĕнме кăмăл тунисене те пулăшмалла. Акă, сăмахран, схемăсене вулама пĕлекен те кирлĕ. Мĕн те пулин çĕннине вĕренес тенĕ чухне ку енĕпе ытларах Лина Ефремова тата Ольга Викторова ăстасем пулăшаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ мастер-класс ирттерсе ыттисене явăçтарса çыхма, тĕрлеме вĕрентеççĕ. Нумаях пулмасть черетлĕ кружок- ра Ольга Викторова илемлĕ те ăшă нуски çыхма вĕрентнĕ.
Культура çуртĕнче пултарулăха, ăсталăха аталантармалли, ăна ĕçре кăтартмалли самантсем час-часах тупăнса тăраççĕ. Пĕр çын мĕн те пулин çĕнни вĕренчĕ пулсан, вăл ыттисене те çакна ăнлантарса ĕçе пуçлама пулăшать. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Ĕç çыннин тата Кино çулталăкне халалласа «Кĕркунне. Пултарулăх. Пушă вăхăт.» программăпа килĕшÿллĕн клуб-ра ачасемпе «Ăста алăсем» ятлă черетлĕ заняти иртнĕ. Унта пуçтарăннисем «фенечки» мĕнне те пĕлчĕç. Вăл декораци япалисенчен илемлетсе ăсталанă, туслăх символне ăнлантаракан сулă (браслет). Фенечки малтанах хиппи субкультуринче анлă сарăлнă. Хальхи вăхăтра ăна илемшĕн усă курмалли япала вырăнне усă кураççĕ. Кама та пулин парнелеме çыхаççĕ. Атлас хăюсенчен çивĕтленĕ сулă хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать, илемлĕн курăнать.
Паян фенечки тăвасси пирĕн хушăра та анлă сарăлнă. Хăюсенчен тĕрлĕ брелок, çÿç тыттармалли, кĕнеке закладки тата ытти те тума пулать. Хĕрачасем занятинче пуканесене капăрлатма, хăйсене валли шăрçасенчен илемлетнĕ мăй çыххисем турĕç.
Ураскилтри библиотекăра та паянхи куна икĕ кружок ĕçлет. Пĕри - «Пĕрле ларса калаçар-и;». Ку кружока аслă çулсенчи çынсем çĕреççĕ. Вĕсем чăваш писателĕсен кĕнекисене вуласа тухнă хыççăн тишкереççĕ, интереслĕ самантсене сÿтсе яваççĕ. Кану каçĕсем ирттереççĕ. Тепри - «Всезнайка». Ку кружока ачасем çÿреççĕ.
А.Силивестрова.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета