15 декабря 2015 г.
Хĕл кунĕсенче те урамра йĕпе-сапа çанталăк тăни кăмăла хуçать, Çĕнĕ çул çитессĕн те туйăнмасть. Пусăрăнчăк кăмăл вара Ураскилтри Данил Волковăн ÿкерчĕкĕсене курсан кĕске самантрах сĕвĕрĕлчĕ. Сывлăх енчен ытти ачасенчен уйрăлса тăраканскер кăранташсене çирĕпех тытайман аллипех пĕлĕтсем хушшипе сар хĕвел пăхнине ÿкернĕ, хĕллехи çут çанталăка та урăхларах сăнланă. 12-ри арçын ача эпир, сывлăх енчен çирĕп çынсем, курман илеме асăрхама пултарни тĕлĕнтерчĕ. Данил çут çанталăка, йĕри-тавралăха сăнама юратнине Ураскилт вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Зоя Эриверт та каланăччĕ. Арçын ача чÿречерен пăхсах тăван тавралăх çинчен калав хайлама пултарнине пĕлтернĕччĕ.
Çавăнпах-тăр ăна шкулта «Окружающий мир» предмечĕн урокĕсем уйрăмах килĕшнĕ. Çавăн пекех вăл вулав, литература урокĕсене питех те юратать. Куçĕ витĕрех курманран кĕнекери калавсене хăй тĕллĕн вулаймасть, урокра вĕрентекен, килте ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕ вуласа панă хыççăн пĕр чăрмавсăрах каласа парать.
Владимир Валерьянович май килнĕ чухне Данила коляскăпа ир кÿлĕм Ураскилтри шкула леçет. Ачасемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă вăл. Пĕрле вĕренекенсем сывлăх енчен хавшак тантăшне кÿрентермеççĕ, май килнĕ таран яланах пулăшма тăрăшаççĕ ăна. Хăйсемпе пĕрле выляма та явăçтараççĕ. Сăмах май, Данил ачасемпе çеç мар, ватă çынсемпе те пĕр чăрмавсăрах калаçать, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланать.
Çанталăк условийĕсем япăх чухне дистанцилле майпа вĕренет Д. Волков. Ку тĕлĕшпе ăна валли шкулта та, килте те пĕтĕм услови туса панă. Иртнĕ çулсенче, кĕçĕн классенче пĕлÿ илнĕ чухне Зоя Эриверт палăртнă вăхăтсенче уроксем ирттернĕ пулсан, халĕ 5-мĕш класра расписанипе килĕшÿллĕн кашни предметпа урăх вĕрентекен çĕнĕ темăна ăнлантарать. Вĕренÿре ăна çывăх çыннисем пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Килте чухне вара ытларах конструктор пуçтарма кăмăллать, темĕн тĕрлĕ япала ăсталать. Ытти ачасем пекех уявсене юратать, Хĕл мучие кĕтет.
Пирĕн редакци ыр кăмăллăх акцине ирттерсе Ураскилтри Волковсене 2016 çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăма «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăнса пачĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета