Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулла, каникулта

26 июня 2019 г.

Питĕшкасси вăтам шкулĕ çумĕнче «Надежда» лагерь ĕçлерĕ. Кунта çÿрекенсем кашни куна усăллă ирттерчĕç. Воспитательсем ачасене тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнтарчĕç. Лагерьте канакан ачасем виçĕ отряда пайланса ытларах çут çанталăка упрасси çине тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсем Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи ÿсентăрана, чĕр чунсене тĕпчерĕç. Çывăхри улăхсемпе уйсенче пулса курчĕç. Хыççăн презентацисем хатĕрлерĕç, ÿкерчĕк конкурсĕсене хаваспах хутшăнчĕç. Чи юратни вара спорт тата уçă сывлăшра ирттернĕ тĕрлĕ вăйăсем пулчĕç. Тĕрлĕ халăх, çав шутра ĕлĕкрех чăваш ачисем вылянă вăйăсене вĕренчĕç.

Уйрăмах Нептун кунĕнче ирттернĕ «Шыв эстафети», Космос кунĕнчи виртуаллă экскурси, Театр кунĕнчи викторина ачасен асĕнче юлчĕç. Лагерьсенче иртнĕ Спартакиадăра футболла выляса 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Воспитательсем ачасене тĕрлĕ экскурсие илсе çÿрерĕç. Ялти вулавăшра пулса нумай кĕнеке илсе вуларĕç, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка тасатса тирпейленĕ çĕре хутшăнчĕç, Хурлăх кунĕнче вилнисене асăнса чечексем хучĕç.

Хăрушсăрлăх урокĕсем, тĕрлĕ калаçу пуриншĕн те усăллă пулчĕç. Лагерьти пурнăç кашни кун хаваслă шавпа тулчĕ. Сменăн юлашки кунĕнче юмахсен каçĕ иртрĕ, хаваслă юрăсем янăрарĕç, лагерь хупăннă ятпа пурте пĕрле ташă ташларĕç. Ачасем пĕр-пĕрне ăнăçу сунса каникула саланчĕç.

Л.Михайлова, воспитатель.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика