13 июля 2018 г.
Çак кунсенче Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи Анаткас Çулавăç ялĕн кунне паллă тунă. Уяв, паллах, хăнасемсĕр мар. Унта Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Клементьева, район администрацийĕн пуçлахĕн çумĕ Петр Павлов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Георгий Павлов тата Çулавăç ялĕн старости Виталий Филиппов хутшăнса саламланă.
Ял кунĕнче анчах çуралнисене, волонтерсене, хастар çамрăксене, ĕçчен ял çыннисене чысланă. Питĕшкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ те юрри-ташшипе савăнтарнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета