01 июня 2018 г.
Шкулсенче вĕренекенсемшĕн çуллахи каникул тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ку чухне ачасен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Кану вăхăтĕнче ытларах чухне çула çитмен çамрăк çул çинче, пĕвесемпе плотинасем çывăхĕнче, картишĕнчи вылямалли тата спорт лапамĕсенче инкеке лекме пултарать. Çакă пĕтĕмпех аслисем тимлĕхе чакарнипе çыхăннă.
Ашшĕ-амăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн тĕпренчĕкĕсемпе мăнукĕсене хăйсене çул çинче, пĕвесемпе юхан шывсенче шыва кĕнĕ чухне, хĕвел çинче çÿренĕ чухне мĕнле тытмаллине тăтăшах асăрхаттарса тăмалла. Çут çанталăка канма кайсан, похода, экскурсие, уçăлма тухсан шыва кĕме тарăн мар, сĕвекрех, тымарсемпе курăк çук, юшкăнпа тулса ларман вырăн суйламаллине ăнлантармалла. Ку чухне ачасене аслисемсĕр самантлăха та пĕвесемпе юхан шывсем хĕррине хăварма юраманнине те асра тытмалла. Шывра ишсе çÿрекен ачана куç илмесĕр сăнамалла. Аслисен тĕрлĕ кĕпер çинчен сикекен, шыва чăмакансене те çирĕп асăрхаттармалла. Ятарласа хатĕрлемен пляжсен тата кану вырăнĕсен территорийĕсенче вуçех те шыва кĕме юрамасть.
Çавăн пекех ачасене урамра чухне те яланах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарсах тăрăр. Палламан çынсемпе калаçу пуçарма юраманнине, çамрăксен пысăк ушкăнĕнчен те, çынсем сахал çÿрекен вырăнсенчен те, хуçасăр çуртсемпе хуралтăсенчен те, подвалсенчен те пăрăнарах иртмеллине, тĕттĕмлениччен выляса çÿреме юраманнине те хыттăнах каламалла. Çавăн пекех ют çынпа подъезда кĕмелле маррине те, нимĕнле сăлтавпа та ют çынсен автомашинисем çине ларма юраманнине ăнлантармалла. Палламан çынсем чĕнсен вĕсемпе ниçта та кайма юраманнине те кашни ачан пĕлмелле. Хăрушлăх тухса тăрсан кăшкăрса пулăшу ыйтма та ачасен именсе тăмалла мар.
Çу кунĕсенче нумай чухне ачасем килĕсенче пĕчченех лараççĕ. Çавăнпа та аслисен электрохатĕрсемпе усă курмалли правилăсене ăнлантармалла. Вĕсене тимлĕхсĕр хăварма, йĕпе алăсемпе тытма юраманнине каламалла. Кунсăр пуçне розеткăна тĕрлĕ япала чикме, вилкăран тытмасăр пăралукран анчах туртса кăларма юраманнине те мĕнпур çула çитмен çамрăкăн пĕлмелле. Ют çынна киле кĕртме юраманнине, палламан çынпа телефонпа калаçмалла маррине те аса илтермелле. Ачаллă çемьесен чÿречесене аслисемсĕр уçасран ятарлă хатĕрсем вырнаçтармалла.
Ачасене сиплевпе кану лагерĕсене ăсатнă чухне кĕсье телефонĕсен, фотоаппаратсен, планшетсен сыхлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарăр. Хăйсем тĕллĕн лагерьтен тухса кайма юраманнине те хытарсах калăр.
Ачасен сиплев лагерĕсенчи администраци ĕçченĕсен килпетсĕр хăтланăвĕсем, вĕсем право йĕркине пăснă, преступлени пулнă вăрттăнлăхри тĕслĕхсем çинчен Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствине 8 (8352) 24-13-31, 02, телефон тата кĕсье телефонĕнчен 102 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Геннадий ЛАВРЕНТЬЕВ, районти полици пайĕн
начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета