15 мая 2018 г.
Питĕшкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче масарсене çÿп-çапран, кивĕ карта-хураран, кирлĕ мар чечек кăшăлĕсенчен тасатас, йывăçсене тирпейлес енĕпе субботник иртнĕ. Питĕшкасси, Çулавăç ялĕсенче пурăнакансем ку пархатарлă ĕçе ирех тытăннă. Вĕсем çăва çине пăчкă-пуртăпа, кĕрепле-кĕреçепе тухса тимленĕ. Иртнĕ çулхи çулçăсене, курăка тасатнă. Кирлĕ мар йывăçсене касса вакланă. Çÿп-çапа пĕтĕмĕшпех çăва тулашне илсе тухнă.
Масара пăхса тăрасси - кашни çын тивĕçĕ. Çавна тĕпе хурса вил тăприсене тирпейлесех тăмалла. Питĕшкасси ял тăрăхĕнче ку ĕçе 40 çын ытла хутшăннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета