04 мая 2018 г.
Нумаях пулмасть-ха патшалăх чылай пулăшăвне тĕрлĕ учрежденисене çитсе, хут çинче тĕрлĕ документ пуçтарса, çавна май вăхăт сахал мар иртнĕ. Халĕ ку енĕпе çăмăллăх пур, Интернетпа усă курма пулать. Çавăнпа Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсен Порталне туса хунă. Çакăн тĕп тĕллевĕ - пулăшу парассине лайăхлатасси тата ăна хăвăртлатасси.
Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне электронлă майпа илес тесен патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленни кирлĕ. Хальхи вăхăтра регистраци тăвассине чылай ансатлатнă.
Чăваш Ен Ĕç министерствин «Социаллă пулăшу памалли мерăсен центрĕ» хысна учрежденин Элĕк районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пайĕ çапла пĕлтерет. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленнĕ граждансен хăш-пĕр пулăшу илме уйрăм кабинет урлă ыйту памалла. Çак майпа ачашăн уйăхсерен паракан пособи, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме субсиди, уйрăм категорири граждансем - инвалидсем, ача инвалидсем, çапăçу вырăнĕсенче пулнă ветерансем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тата ыттисем те пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме уйăхсерен паракан укçа компенсацийĕ илме пултараççĕ.
Ыйтупа пĕрле документсен копийĕсем пулмалла. Социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем документсем йышăнаççĕ, ыйтусене регистрацилеççĕ. Пулăшу ыйтакана документсем килнĕ хыççăн ыйтăва пăхса тухнин статусĕ çинчен - патшалăх пулăшăвĕ пани е мĕншĕн паманни çинчен пĕлтеретпĕр. Кирлĕ документсем çук е вĕсем тивĕçтермеççĕ пулсан социаллă хÿтлĕх пайĕ çавăн çинчен патшалăх пулăшăвĕсен Порталĕ урлă электрон майпа пĕлтерет.
Галина ГРИГОРЬЕВА,
социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета