16 марта 2018 г.
Районта иртнĕ хĕл ăсатăвĕн уявĕ Çулавăç салинче чарăнма шутланă тейĕн. Ваттисем те, çамрăккисем те ял варрине пухăннă. Пурте капăр тумланнă, юмахри сăнарсем те пулнă. Кашнин тĕллевĕ - хĕле ăсатса ярасси тата çуркуннене кĕтсе илесси.
Уява йĕркелесе ирттерес енĕпе Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Клементьева пуçарулăх кăтартнă. Инна Павлова ертсе пынипе ял çыннисем ансамбль пултарулăхне курса савăннă. Амир Прокопьев, Валентина Степанова тата Оксана Викторова «Катемпие» ăсталаса капăрлатнă.
«Тимĕр лашасем» пурне те хавхалантарнă. Ку енĕпе Николай Павлов депутат, Виталий Филиппов - пурте пĕлекен Кулибин тата Илья Самохвалов ял хастарĕ ырăпа палăрнă. Олег Иванов купăсçă та уява илем кÿнĕ. Кашниех юрласа та ташласа савăннă.
Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен ырă йăла пур. Пушă вăхăта усăллă та культурăллă ирттерме тăрăшаççĕ вĕсем. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Ял çыннисем çак кунсенче иртнĕ Хĕл ăсатăвĕн уявĕпе те кăмăллă пулчĕç. Ăна малашне те ирттерме кирлине палăртрĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета