16 января 2018 г.
Январĕн 19-мĕшĕнче христиансем аслă праçниксенчен пĕрне Иисус Христос Туррăмăр шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Çакна халалласа малтанах чиркÿсенче службăсем иртеççĕ, ун хыççăн пурте вак каснă вырăна каяççĕ, шыва çветтит тунă çĕре хутшăнаççĕ, кăмăл пуррисем шыва кĕрсе тасалаççĕ. Çавăн пекех çак кун çветтит тунă шыв çав тери сиплĕ шутланать. Кăçал Элĕк район территорийĕнче аслă праçникре шыва кĕрсе тасалма 4 вырăнта вак касаççĕ. Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем тата чиркĕве службăна килекенсем Элĕк салинчи район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи, Ехремкасси тăрăхĕнчисем Анат Татмăшри, Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем Шĕмшеш салинчи тата Кивуй ялĕсенчи пĕвесенче шыва кĕме пултараççĕ. Вак каснă вырăнсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе районти полици пайĕн сотрудникĕсемпе васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕсем пулаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета