12 января 2018 г.
Этем пурнăçĕ амăшĕн варĕнче тĕвĕленнĕ самантран пуçланать тесе çирĕплетекен чиркÿ çыннисемпе пĕрлех медицина ĕçченĕсене те, общественнăçа та аборт ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Çакă хырăм пăрахнă кашни пиллĕкмĕш хĕрарăм сывлăхне хавшатать, пĕрисенне вăхăтлăх кăна пулсан, теприсем амăшĕн телейне чылай çул туймасан та пултараççĕ.
Пирĕн çĕршывра чылай регионта аборта сивлесе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çулсеренех июнь уйăхĕнче, тĕслĕхрен, «Мана пурнăç парнеле» акци иртет. Унта Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви те хутшăнать. Çак мероприятисен тĕп тĕллевĕ - çут тĕнчене килме хатĕрленекен «çĕнĕ кайăк» пурнăçне упраса хăварассишĕн тата обществăра çемье институтне çирĕплетессишĕн пурнăçламалли малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе явасси.
Паянхи пурнăçра хырăм пăрахассине чару мелĕсемпе, аборт тумасăр ирттернĕ кунсене е эрнесене йĕркелеме йыхравланипе çеç чарма май çук. Çуратас темен хĕрарăмшăн чун тĕпренчĕкĕнчен хăтăлмалли май çителĕклĕ. Ăрăва тăсакана кун-çул парнеленинчен хакли нимĕн те çук пулин те чылайăшĕ çак утăма пĕр шикленмесĕрех тăвать. Тен, çак утăма тума çумра çывăх юлташ пулманни е ăшă сăмах çитменни хистет? Калама хĕн. Район больницинче амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсемпе эпир те калаçусем тăтăшах ирттеретпĕр. Çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ. Этем пурнăçĕнче çемье тĕп вырăн йышăнмалла. Тĕрĕссипе вара, воспитани ĕçне çемьеренех тытăнмалла.
Тепĕр чухне тĕрлĕ чир-чĕре пула ача кĕтекен хĕрарăмăн аборт тума тивет. «Чире сирме çăмăлрах», - теççĕ халăхра. Çавăнпа та çие юличчен гинеколог патне килсе анализсем панинчен лайăххи нимĕн те çук. Чылай чухне вара диспансеризаци тăни те чир-чĕре тупса пама пулăшать. Сывлăх - хамăр алăра. Кĕтмен-çĕртен çие юлассине профилактикăлани йывăрлăха кĕрсе ÿкме памĕ. Çемьере юратнă та кĕтнĕ ачасем çитĕнни - телей, общество шанăçĕпе тĕрекĕ.
Елена ТРИФОНОВА,
акушер-гинеколог.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета