01 декабря 2017 г.
Районти тĕп больницăн поликлиникине çитсен кашни хĕрарăм «Смотровой кабинет» тесе çырнă пÿлĕм алăкне уçать-ши? Çук пулĕ. Хăшĕсем кун пек пÿлĕм пуррине тата вăл мĕн тума кирлине те пĕлмеççĕ. Теприсем вара тухтăрсем малтанхи тĕрĕслев витĕр тухма ыйтсан та хушнине пурнăçламаççĕ. «Манăн нимĕн те ыратмась, мĕншĕн вăхăта ирттерсе çÿремелле-ха?» - теççĕ.
Малтанхи тĕрĕслевре пулни чылай чиртен сыхланма пулăшать. Акă пĕр тĕслĕх илсе парам. Н-а терапевт малтанхи тĕрĕслев пÿлĕмне янă. Унти акушерка вара нимĕнле улшăнусем те тупман, анализсем кăна илсе юлнă. Анчах та çак анализ рак чирĕ пуçланма пултарнине кăтартнă. Лайăхрах тĕпченĕ хыççăн рак чирĕн малтанхи тапхăрне палăртнă. 40 çулхи А. та грипп чирĕпе чирленĕ. Тухтăр ăна сиплеве палăртиччен малтанхи тĕрĕслев пÿлĕмне кĕме хушнă. Кунта унăн кăкăр шыççине тупса палăртнă. Кĕçех «фиброаденома» тесе диагноз лартнă. Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, малтанхи тĕрĕслев пÿлĕмĕ усал шыçăсене пуçламăш тапхăрта тупса палăртма пулăшать. Хĕрарăмсене вăхăтра сиплени, операци туни вара вĕсен пурнăçне çăлса хăварать. Рак чирĕ сасартăк пуçланса каймасть. Паян çын сывахчĕ, тепĕр кунне ракпа чирлесе ÿкрĕ тенине ĕненме çук. Рак вăл темиçе çул аталанса пырать. 30 çула çитиччен хĕрарăмсен рак чирĕ сайра тĕл пулать. Анчах вĕсен ытларах çак чирсем палăраççĕ: эрози, дисплази, лейкоплаки, сĕт парĕн шыççи тата ыттисем те. Вĕсем вара ракăн малтанхи палăрăмĕсем шутланаççĕ. Çавăнпа та çак хĕрарăмсен асăннă чирсенчен вăхăтра, çине тăрса сипленмелле. Кашнинех, çулсене пăхмасăр, çулталăкра пĕрре малтанхи тĕрĕслев пÿлĕмне профилактика тĕрĕслевне кĕмелле.
Ниçта та ĕçлемен, тивĕçлĕ канурисемпе кил хуçи хĕрарăмĕсене те тĕрĕсленни усă парать. Вĕсем хушшинче те ракăн вăраха кайнă формисене сахал мар палăртаççĕ. Пĕрмай чирлекенсен те тăтăшах тĕрĕсленмелле. Сĕт парĕпе чирленине пĕлес тесен харпăр хăйне кашни уйăхрах тĕрĕслесе пăхмалла. Çакна мĕнле тумаллине малтанхи тĕрĕслев пÿлĕмĕнче ăнлантарса параççĕ.
Ирина СЕМЕНОВА, акушерка.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета