Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕлсе тăвать

28 ноября 2017 г.

Питĕшкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ пысăках мар тăпăл-тăпăл çуртра вырнаçнă. Ял пуçĕнче, асфальт çул хĕрринче ларнăран транспортпа иртсе пынă чух кĕрсе тухма та çак тăрăхри çынсене йывăрлăх кăларса тăратмасть. Кунти пысăках мар ушкăн çынсене тĕрлĕ ыйтусене татса парассипе ĕçлет. Вĕсем хушшинче çамрăк специалист пуррине те палăртма кăмăллă. Ял-йыш тĕрлĕ ĕçпе кĕрсе тухать ял тăрăхĕн администрацине, анчах та правăна пăснă граждансемпе, йывăр лару-тăрури çемьесемпе ĕçлесси шăп та лăп çамрăк специалист çине тиенет.  

Диана Ефремова кунта кăçалхи август уйăхĕнче кăна ĕçлеме пуçланă-ха, анчах та ĕçе хăвăрт тума хăнăхса та çитнĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе ăна ырă та пĕр шухăшлă коллектив пулăшать, часах сĕнÿ-канаш та парать. Хăй Писĕп ялĕнче çуралса ÿснĕрен ку тăрăхри çынсене чылайăшне палласа çитнĕ. Çавăнпа та вĕсен пурнăçĕ çамрăк специалистăн куçĕ умĕнчех. Ĕçĕ çăмăл мар пулин те ăна çынсемпе ĕçлесси интереслĕ пулнине палăртать. Паллах, документаци енĕпе те чылай тимлĕх уйăрмалла. Ĕçе çиелтен тунипе усси пулманнине питĕ аван ăнланать Диана Витальевна. Час-часах юнашар ялсене çитсе курать. Вырăнти участок уполномоченнăйĕпе пĕрле йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесем патне çитет. Малтан судпа айăпланнисене те тăтăшах тĕрĕслеççĕ. Специалист-экспертăн тĕллевĕ вара йĕркене пăсакансене тÿрĕ çул çине тăратасси, пурнăçа улăштарма çул-йĕр шырама пулăшасси тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен те аса илтерсе тăма тивет унăн нумай чухне. Ĕçĕн калăпăшне кура хăраса ÿкмелле пек, анчах йывăрлăхран хăрама хăнăхман Диана. Хăйĕн тивĕçне пĕлсе пурнăçлани ăна пуçа устармасть те. Çакна та асăнса хăвармалла - асăннă ял тăрăхĕнче пурĕ икĕ ăнăçсăр çемье шутланать.  

Питĕшкасси шкулĕнче тăхăр класс вĕреннĕ хыççăн Канаш хулине строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта виçĕ çул пĕлĕве тарăнлатнă. Алла диплом илсен техникумра ăса илнĕ теорие ĕçре усă курма пуçланă. Каярахпа вăл Элĕкри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун вара асăннă специалистра ĕçлесси пирки шутлама та пултарайман. Кунта ĕç пурришĕн вăл савăнать кăна, мĕншĕн тесен Çулавăç ялĕнче пурăннăран район центрне çÿреме çăмăл пулман. Хальхи ĕç вырăнĕ самай çывăхра вырнаçнă.

Çулавăç каччипе, Николайпа, 2015 çулта çемье çавăрнă. Мăшăр ял пурнăçнех суйласа илнĕ. Куншăн та ÿкĕнмеççĕ вĕсем. Тăван кил çав-çавах хăй патнех туртать-çке.  

А.СИЛИВЕСТРОВА.    

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика