Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урапасене улăштарманран - авари

28 ноября 2017 г.

Хĕл кунĕсем çитрĕç те çул-йĕр çинчи лару-тăру çивĕчленнине пытарма кирлĕ мар. Ку чухне ял-салари урам хушшипе çуран утаканăн та, автотранспортпа вăрăм çула тухаканăн та тимлĕ те асăрхануллă пулмаллах. Иртнĕ эрне вĕçĕнче шкул автобусĕпе çыхăннă авари тек çакнах палăртать. Анаткас-Çулавăç ялĕнче пурăнакан пĕр водитель ирхи 7 сехетрех çăмăл автомашинипе Шупашкара кайма тухнă. Юр çунине пĕлсе тăрсах автотранспортăн хыçалти çуллахи ураписене улăштарман. Какаç ялĕ çывăхĕнче вара кĕтмен çĕртен автомашина выляса кайнă. Çавна май асăннă транспорт Тивĕшрен 16 вĕренекене турттарса килекен Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул автобусне сĕртĕнсе иртсе кайнă. Асăннă инкекре шкул ачисем суранланман, çăмăл автомашина вара кювета сикнĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика