24 ноября 2017 г.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче СПИДпа кĕрешмелли кун тесе Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ 1988 çулта пĕлтернĕ. Унăн тĕллевĕ - ВИЧ-инфекцирен сыхланасси çине тимлĕх уйăрасси, ВИЧ-СПИД çинчен пĕлсе тăма пулăшасси, çакăнпа пĕр шухăшлă пулнине кăтартасси тата тĕнчери пур регион та сарăлса пыракан эпидемипе пĕрле кĕрешме кирлине палăртасси.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнасси чи малтанах хамăртан килет. Çакна районти çамрăксен пĕрлешĕвĕсем ноябрĕн 22-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексĕнче иртнĕ «Эпир пĕрле» фестивальте тепĕр хутчен çирĕплетрĕç. Спорт мероприятине вĕсем Пĕтĕм тĕнчери СПИДа хирĕç кĕрешмелли куна тата «Стоп ВИЧ/СПИД» Пĕтĕм Раççейри акцие халалласа ирттерчĕç. Унта районти çамрăксен 5 команди хутшăнчĕ: çамрăксен правительстви, çамрăк педагогсен ассоциацийĕ, çамрăк суйлавçăсен комиссийĕ, çамрăк врачсен ассоциацийĕ, Йăлкăш ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕ.
Спорт ăмăртăвне район админис- трацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт пайĕн ертсе пыракан специалисчĕсем Арина Вонифатьева тата Татьяна Гордеева, Хĕлхем» спорт шкулĕн тренерĕ Владимир Гордеев уçрĕç. Вĕсем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнсе каларĕç, ăнăçу сунчĕç. Тĕрлĕ тытăмра тимлекен çамрăксем хăйсен ĕçĕнче çеç мар, спортра та маттур. Вĕсем савăнăçлă стартсенче, мини-футболта, канат туртассинче вăй виçрĕç. Хĕрÿ те çивĕч тупăшура çамрăксен правительстви виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăна çамрăк педагогсен ассоциацийĕ тухрĕ, çамрăк суйлавçăсен комиссийĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Район больницин инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Юлия Мулюкова çамрăксемпе «çавра сĕтел» ирттерчĕ, СПИД чирĕ çинчен каласа пачĕ. «ВИЧ-инфекцие - вăраха кайнă чире - çыннăн иммунодефицит вирусĕ пуçарса ярать. Иммун тытăмне сиенлесе ăна юлашки тапхăрччен, СПИДчен, аркатать. Организма лекнĕ вирус унта яланлăха юлать. ВИЧ-инфекцие сараканĕ унăн кирек хăш тапхăрĕнчи амакĕпе, çав шутра - инкубаци вăхăтĕнчипе, сиенленнĕ çын шутланать. Вăл хăйĕн чирне пĕлмесен те пултарать. Диагноза ятарлă тестпа усă курса ирттернĕ тĕрĕслев уçăмлатать», - ăнлантарса пачĕ Юлия Алексеевна. Вăл палăртнă тăрăх, вирус сывă çыннăн организмне ÿтри суран, лăймака сий тата юн урлă куçать: ар çыхăнăвĕ, юн панă е илнĕ, çав шутра наркотиксене юна таса мар шприцпа янă, стерилизацилемен инструментсемпе татуировка, пирсинг, маникюр-педикюр тунă самантра, антиретровируслă препаратсемпе хими профилактики туман çире пур хĕрарăмран çуралма ĕлкĕреймен пепкине, ача çурат-нă е ăна кăкăр ĕмĕртнĕ чухне. «Хальлĕхе çак амакран сывалма май килмест. Çĕнĕ йышши препаратсем вируса пĕтереймеççĕ. Пирĕн районта паянхи куна ВИЧ-инфекциллĕ 5 çын учетра тăрать. ВИЧ-инфекцие сирес тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, чир çинчен тулли информаци илмелле, çемьери хутшăнусен тасалăхне упрамалла, ар çыхăнăвне тĕлли-паллисĕр кĕмелле мар. Ку енпе яланах шанчăклă партнер пулмалла, - асăрхаттарчĕ Юлия Мулюкова.
Районти çамрăксен пĕрлешĕвĕн командисем анонимлă майпа ыйтăма та хутшăнчĕç. Юлия Мулюкова пурне те ВИЧ тата СПИД çинчен калакан брошюрăсем валеçсе пачĕ.
Вера МОРОЗОВА
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета