Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсен аллине çакланар мар

03 ноября 2017 г.

Кăçалхи октябрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 5-мĕшĕччен çĕршывра Раççей Федерацийĕн финанс министерствин проекчĕпе килĕшÿллĕн халăх хушшинче финанс пĕлÿлĕхне ÿстерессипе семинарсем иртеççĕ. Ытларикун Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнче районти ветеринарсем тата район хаçачĕн коллективĕ финанс пĕлĕвĕн семинарне хутшăнчĕç.

Семинара «АЛЬФА-БАНК» обществăн «Чебоксарский» пĕрлешĕвĕн партнер сетьне аталантарассипе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ Александр Степанов ертсе пычĕ. Унта хутшăнакансем «Харпăр хăй финанс хăрушсăрлăхĕ» тата «Кредит нагрузкин управленийĕ» темăсене суйласа илчĕç. Александр Викторович вăхăтлăха укçа паракан фирмăсемпе еплерех ĕçлемеллине, кредит карттисемпе мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Паянхи кун финанс енĕпе ытларах пĕлни никама та чăрмантармасть. Çакă çынна укçа-тенке перекетлеме тата çĕршыв экономикин уйрăм енĕсене ăнланма май парать. Çынсен финанс пĕлĕвне ÿстерес, кулленхи ыйтусене татса парас, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмешкĕн ятарлă меслетсемпе паллашас, банк карттисемпе усă курма вĕренес ыйтусем яланах çивĕч пулнă.

Усал шухăшлă çынсем, ултавçăсем карттăсем çинчи укçана вăрламалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраса тупни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та банк карттисемпе усă курнă чухне унăн даннăйĕ- семпе номерĕсене никама та памалла мар. «Нимĕнле лару-тăрура та ун пин-кодне çынна ан пĕлтерĕр. Пин-кода картта çине те ан çырăр, енчĕкре те чиксе ан çÿрĕр. Укçа илнĕ чухне хăрушлăх çук вырăнсенчи банкоматсемпе ĕçлĕр - унта видео-сăнав пур», - ăнлантарса пачĕ Александр Степанов. Семинара хутшăнакансене вăл банк карттипе операци тунă чухне юнашар çынсем тăрасран асăрханмаллине, чека банкомат умĕнче пăрахса хăвармалла маррине те каларĕ.

Халăх чылай чухне асăрханулăх пирки маннăран банк картти çинчен укçа-тенкĕ çухалнă тĕлĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Ултавăн пĕр тĕслĕхĕ - пĕр-пĕр çын банкра ĕçлекен ячĕпе шăнкăравласа е СМС-хыпар ярса картта ĕçлеме пăрахнине пĕлтерет, ăна ĕçе кĕртме унăн номерне, вăрттăн паллисене ыйтни. Интернетра та тĕрлĕ тавар сутакан нумай. Таваршăн тÿленĕ чухне картта номерне çыракан инкеке лекме пултарать, унăн карттин номерне тепĕр çынна пĕлтернĕрен карта çинчи укçа-тенкĕ самантрах çухалать. Çĕршывра банкоматсем çине ятарлă техника вырнаçтарса информаци вăрласси, унпа усă курса çаратасси те анлă сарăлнă. Телефон урлă «мобильлĕ банк» приложенипе усă курсан та тимлĕ пулмаллине, номере улăштарсан ăна сÿнтерме манмалла маррине каласа хăварчĕ, кредит карттисем илнĕ чухне те асăрхануллă пулма сĕнчĕ Александр Викторович.

Финанс пĕлÿлĕхĕ пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Унта хутшăнакансем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тÿрех хуравсем тупма пултарчĕç.

В.НИКИФОРОВА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика