31 октября 2017 г.
Пурнăçра инкек-синкек ан пултăр тесен чылай чухне асăрханма тивет. Пушар хăрушсăрлăхĕ чи малта пулмалла. Пушарта ачасен пурнăçĕ татăлни - чи хăрушши. Ашшĕ-амăшĕ кăна ачисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пуринчен лайăх тата ăнланмалла вĕрентме пултарать. Умра - каникул. Ку чухне уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ тата аслă ăрури çынсем ачисене тата мăнукĕсене кил-çуртра пĕчченех хăвараççĕ. Çакă вара чылай чухне инкек патне илсе çитерет.
Паянхи пурнăçра электрохатĕрсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне çак хатĕрсен хăвачĕ кил-çуртри электричество сечĕсен эксплуатацийĕпе килĕшсе тăмасан та пултарать. Вĕсен хăш-пĕр элеменчĕсем ăшша лайăх туяççĕ, çавăнпа та хăвăрт хыпса илеççĕ. Кирек епле хатĕрпе усă куриччен эксплуатаци кĕнекипе паллашмалла, электрохатĕрпе усă курнă хыççăн ăна электричество сетĕнчен кăлармалла. Япала çумалли машинăна, фена, ăшăтмалли хатĕрсене удлинительсем çине чиксен электричество хăватне чăтаймасăр инкек сиксе тухма пултарать. Пушарта ача мĕн çумне те пулин йăпшăнма, кравать айне пытанма тăрăшать. Унта ăна инкек пырса тивет те. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачасене пушар тухсан хăйсене мĕнле тытмаллине, çухалса каймалла маррине вĕрентмелле. Унсăр пуçне кашни килтех огнетушитель пулмалла, унпа кашнинех усă курма пĕлмелле.
Пурте куратпăр ĕнтĕ - çанталăк улшăнсах тăрать. Сивĕ кунсенче юхан шыври тата пĕвери шыв кăшт шăнтнă пек пулать. Ача-пăчан хăвăртрах пăр çинче ярăнас килет. Çÿхе пăр хăрушлăх кăларса тăратать те. Каçхи сивĕпе хытса ларни вара пушшех те ултавлă. Вăл айккинчен пăхсан çеç хулăн пек курăнать. Пăр çийĕн чупма, сикме юрамасть. Хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлни, вĕсене пăхăнни инкекрен хăтăлма пулăшĕ. Аслисен ачасем ăçта çÿренине сăнаса тăмалла, куçран вĕçертмелле мар. Çÿхе пăр ултавлă.
Виктор Осипов,
район администрацийĕн ятарлă программăсемпе ĕçлекен
сектор заведующийĕ
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета