Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврара вăйлă çил-тăвăл алхаснă хыççăн

21 июля 2017 г.

Çут çанталăкăн япăх çанталăк çук тесе калаççĕ пулин те пур чухне те ку сăмахсемпе килĕшес килмест. Иртнĕ эрнере питĕ шăрăх çанталăк пулчĕ. Тинех çулла çитрĕ тесе савăнаттăмăр, анчах та кун пек уяр кунсем тăнă хыççăн яланах аслатиллĕ çумăр çăвать, çил-тăвăл таврари мĕнпур япалана çавăрттарать.

Акă июлĕн 17-мĕшĕнче кунĕпе шăрăх çанталăк тăнă хыççăн çурçĕр еннелле ăнсăртран аякра çиçĕм çиçме, аслати авăтма пуçларĕ. Кĕске вăхăтрах пирĕн района та çитрĕ. Таврана вăйлă çил-тăвăл çавăрса илчĕ. Çав каç тăвăллă çиле пула республикăри чылай районти ялсем çутăсăр юлнă. Элĕк, Çĕмĕрле тата Шупашкар районĕсенче электролинисем ĕçлеме чарăннă. Ытларах Çĕмĕрле хули инкек тÿснĕ. Унта нумай йывăç ÿксе пĕтнĕ, электропередача линийĕсем татăлнă, виçĕ вырăнта газ пăрăхĕсем хускалнă. Çавăн пекех аслатиллĕ вăйлă çумăр Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсене те шар кăтартнă. Унсăр пуçне çиçĕм тивнипе Муркаш тăрăхĕнче икĕ пушар пулнă. Унта утă хунă сарай тата тырă склачĕ çуннă. Телее, çав каç çынсем аманнă тĕслĕхсем пулман.

Асар-писер çанталăк пирĕн районтан та аякран иртмен. Вăйлă çил Вырăс Сурăм, Пиçенер, Тăвăш Юнтапа, Çĕнкас Юнтапа, Чăрăшкасси, Татмăш, Вутлан, Ассакасси, Ехремкасси, Мăн Кăканар, Анат Юлăш, Чăваш Сурăм, Яккушкăнь, Шĕмшеш, Эренар, Тени, Кармал, Малти Хирлеп, Кĕçĕн Тăван, Павлушкăнь ялĕсенче пурăнакансене çутăсăр хăварнă. Çил çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вĕрнĕрен пÿрт, сарай тăррисене çĕмĕрнĕ. Вырăнăн-вырăнăн йывăçсем ÿкнипе электричество пралукĕсене татса янă. Июлĕн 18-мĕшĕнче каçхи вунпĕр сехет тĕлне пур ялта та çутăсене юсанă. Юсав ĕçĕсенче пурĕ Элĕкри подстанцинчен виçĕ бригада, 5 техника, «Тепловодоканал» организацинчен тепĕр бригада хутшăннă.

Çак хăрушă каç шар курнă çынсем страхлав компанийĕсене пулăшу ыйтма пынă. Сăмахран, июлĕн 19-мĕшĕ тĕлне «Росгосстрах» компани 26 заявлени йышăннă. Кунта ĕнтĕ çынсем пÿрт, сарай тăррисене вăйлă çил аркатнипе çыхăннă тĕслĕхсемпе ытларах пынă. Асăннă компанин ертÿçи Альбина Павлова пĕлтернĕ тăрăх, Тени, Питĕшкасси, Ехремкасси, Вырăс Сурăм, Кĕçĕн Тăван, Эренар, Тавăт, Илленьушкăнь ялĕсенче картасем, вите-сарай çине йывăç ÿкнĕ тата хуралтăсен тăррисене аркатнă тĕслĕхсем чылай пулнă. Тавăт тăрăхĕнче аслати çапнипе электроприборсем юрăхсăра тухнă тĕслĕхсене те шута илнĕ. Ку енĕпе халăха пулăшас тĕллевпе «Росгосстрах» компани «Симĕс коридор» программăпа ĕçлет. Заявление йышăннă хыççăн укçа-тенке хăвăрт илме май пултăр тесе инкек тÿсекенсен виçĕ документ кăна хатĕрлемелле - паспорт, перекет кĕнекин копине тата ял тăрăхĕнчен хуçалăх кĕнекинчен çырнă выписка.

А.СИЛИВЕСТРОВА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика