27 июня 2017 г.
Интернетпа усă куракансен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать. Унпа пĕрлех ултавçăсен шучĕ те нумайланчĕ. Вĕсем граждансене тĕрлĕ меслетпе улталама пултараççĕ. Мошенниксен аллине те кĕтмен çĕртен лекме пулать. Çавăнпа асăрханулăхпа тимлĕхе нихăçан çухатмалла мар.
Юлашки вăхăтра ултавçăсем банк карттисенчен укçа вăрланă тĕслĕхсем те йышланчĕç. Кирек хăш вăхăтра та телефон çине килекен СМС-çырусене уçса вулама асăрханмалла, тÿрех хуравламалла мар, тепĕр çынпа канашласа илни те çăлса хăварать.
Пирĕн хушăра Интернет-мошенниксем тата телефон мошенникĕсем тĕл пулаççĕ. Интернет урлă улталакансем япалана йÿнĕ хакпа сутасси пирки пĕлтереççĕ, вăл е ку япалана ярса паратпăр тесе малтан çынран укçине куçарса пама ыйтаççĕ. Енчен те эсир Интернет-магазин урлă пĕр-пĕр телефон, ноутбук, тумтир туянма шутларăр пулсан, укçана маларах тÿлеме ан васкăр.
Тепĕр самант: япала туянакан ултавçăсем сирĕнтен банк картин реквизичĕсене е тата СМС-код ыйтни пулать-и? Вĕсем çак меслетпе япалине туянмасăрах укçа куçарса илеççĕ. Унсăр пуçне мошенниксем Интернетри социаллă сетьре суя страница уçса сирĕн юлташ пек çырăнаççĕ, хăйсен карттипе вăхăтлăха усă курайманнине ăнлантарса карта даннăйĕсене ыйтса пĕлеççĕ.
Эсир инкеке лекнĕ çынна яланах пулăшу пама хатĕр. Мошенниксем çакăнпа та туллин усă кураççĕ. Сирĕн кĕсье телефонĕ çине çывăх çыннăр пек пулса СМС-çыру килет. Тĕслĕхрен: «Анне, эпĕ аварие лекрĕм, мана халех укçа кирлĕ». Кун йышши çырусем килсен тÿрех ыйтăва татса пама ан тăрăшăр, иккĕлентерекен çыру пирки шăнкăравласа тĕрĕслеме ан ÿркенĕр.
Банк карттин ĕçне чарса лартнине пĕлтерекен СМС-хыпар килсен те шикленсе ÿкме кирлĕ мар. Ку чухне СМСпа килнĕ телефон номерĕ çине нихăçан та каялла ан шăнкăравлăр, СМС та ан çырăр. Вĕсен тĕллевĕ - сирĕн банк карттин кодне пĕлесси.
Çавăн пекех телефон çине парне выляса илнине пĕлтерекен çыру та тăтăшах килсе тăма пултарать. Çакă сирĕнтен укçа куçарса пама ыйтмалли ултавçăсен тепĕр меслечĕ. Айван çынсене шыраса çав парнене иличчен палăртнă суммăна маларах куçарма ыйтаççĕ. Укçана куçарса панă хыççăн сирĕнпе çыхăнăва тухма пăрахаççĕ. Çавăнпа та асăннă йышши ултав тыткăнне лекесрен питĕ асăрханмалла. Унтан сыхланса юлас тесен çынсем каласа панă тĕслĕхсем е кун йышши йăнăша хăвăр туни пирки аса илĕр.
Ултавçăсем телефон çине вирус кĕртме те пултараççĕ. Кĕсье телефонĕ çине пĕр-пĕр юрă, открытка, вăйă е программа килнине ссылка тăрăх уçса пăхма ыйтакан СМС е ММС-хыпар килчĕ пулсан, унта палăртнă адреспа кĕме ан тăрăшăр. Унта кĕрсен хăвăр сисмесĕрех пĕр-пĕр сиенлĕ программа çаклатма е тÿлевлĕ пулăшусене çырăнма пултаратăр. Енчен те кун йышши çыру палланă çынранах килчĕ пулсан та ăна вăл янине тĕрĕслеме ан ÿркенĕр.
Паян кашни çын тĕрлĕ социаллă сетьсемпе усă курать. Унта хăйĕн пирки информаци, сăн ÿкерчĕк вырнаçтарать. Çакă хăвăршăнах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та Интернетра хăвăр çинчен пĕлтерекен информацие сахалтарах вырнаçтарăр. Ултавçăсен тыткăнне лекесрен кирек хăçан та сыхланнине нимĕн те çитмест.
Андрей КОНСТАНТИНОВ,
районти полици пайĕн начальникĕ