16 мая 2017 г.
Çăвасене пăхса тăрасси кашни çыннăн тивĕçĕ шутланать. Иртнĕ эрнере Питĕшкасси тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче пурăнакансем субботника тухнă. Урпаш тата Писĕп ял халăхĕ ир-ирех пуртăпа, бензопăчкăпа, кĕреçепе çăвасенче кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтарнă. Çак пархатарлă ĕçе Питĕшкасси ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле культура тата вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем, ял хастарĕсем хутшăннă. Пурĕ 40 çын ытла ырми-канми тăрăшнă. Мăн Шĕвĕшре пурăнакан 50 çын çăвасене кирлĕ мар çÿп-çапран, ÿссе кайнă йывăç-тĕмрен, кивĕ картасенчен тата чечек кăшăлĕсенчен тасатнине асăнса хăвармалла.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета