28 апреля 2017 г.
Юлашки вăхăтра ачасенче агресси палăрма пуçлани никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Хĕрхенÿ туйăмĕ вĕсенче майĕпен пĕтсе пырать. Хăшĕ-пĕри сăлтавсăрах кăшкăрма, килтен тухса кайма пултарать е хăйĕн тавлашăвне, хирĕçÿлĕхне тусĕсемпе хутшăннă чухне, çывăх çыннисемпе калаçнă вăхăтра та пытараймасть.
Интернетра тĕрлĕ сайтра ларма пулать. Унăн усси пысăк, вăл чылай çăмăллăх кÿрет. Анчах унта сиенлĕ сайтсем те нумай. Шкул ачи шăпах вĕсем урлă информаципе паллашать те. Ача вĕсене пурне те пĕр пек йышăнать. Сиенлĕ сайтсемпе ача ятарласа та, ăнсăртран та паллашма пултарать. Çавăнпа та çула çитмен çамрăк сиенлĕ информаципе ан паллаштăр тесен, ăна ашшĕ-амăшĕн пĕрмаях асăрхаса тата тĕрĕслесе тăмалла, мĕнле вăйăсем вылянипе интересленмелле. Вĕсем агресси, экстремизмпа терроризм тыткăнне çакланасран сыхланмалла.
Çула çитменнисем Интернетра наркотикпа çыхăннă информаци те тупса вулама пултараççĕ: социаллă сетьсенче, форумсемпе чатсенче хутшăнаççĕ, çĕнĕ наркотиксем пирки шăпах çавăнтан пĕлеççĕ те.
Галина СТЕПАНОВА,
район больницин врач-психиатрĕ
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета