Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта - староста, сцена çинче - Мăн кĕрÿ

21 апреля 2017 г.

Сăнар çине сăнар калăплать районти вĕренÿ пайĕнче ял хуçалăхĕпе эксплуатаци ушкăнĕн ертÿçинче тăрăшакан Виталий Филиппов. Ăнсăртран халăх театрне лекнĕскер тĕп рольсене ăста вылять. Куракан унăн пултарулăхне пысăк хак пани хавхалану кÿнине пытармасть вăл. Уншăн пĕтĕм пурнăç театр темелле. Тĕрĕссипе каласан, эпир пурте пурнăçра артистсем, кашниех пĕр-пĕр сăнар калăплать.

Сцена çине тухма сухал çитĕнтернĕ

«Сцена çине тухса спектакльте вылятăп тесе нихăçан та шутламан. Çакă 4-5 çул каялла ăнсăртран пулса тухрĕ. Манăн ĕç пÿлĕмĕ культура çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Çавăнпа та çак тытăмра ĕçлекен хĕрарăмсене арçын алли çитменрен пăта çапма е алăк лартма пулăшаттăм, арканнă япаласене юсаса çĕнететтĕм. Пĕррехинче çапла Элĕкри халăх театрĕн режиссерĕ Инна Афанасьева хăйĕн патне чĕнчĕ. Эпĕ пĕр-пĕр ĕç тумалла тесе хаваспах ун патне кайрăм. Вăл мана алла хут тыттарчĕ те сăмахсене вĕренме сĕнчĕ. Театрта арçынсем кирлĕ-мĕн. Килĕшрĕм. Çавăнтанпа эпĕ халăх театрĕнче хамăн пултарулăха туптатăп», - театр алăкне мĕнле уçнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ Виталий Николаевич. Режиссер Мăн кĕрÿ рольне шанса панă ăна. Дебют ăнăçлă иртнĕ. Халăх ăна паян та хапăлласах йышăнать. Сăмах май, «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» спектакльти Агафон Потапыч сăнарне калăплама вăл ятарласа сухал та çитĕнтернĕ.

Юлашки вăхăтра Виталий Николаевич сăвăçсен конкурсĕнче те палăрма пуçларĕ. Чăваш халăх артисткин Вера Кузьминан сăвă вулакансен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Шупашкарта иртнĕ «Хăвна кăтарт» конкурсра кубок çĕнсе илнĕ.

 

Пуçламăш пĕлÿ - конюшньăра

Ачалăхĕ те унăн чăн-чăн театр пулнă. Пуçламăш пĕлĕве Çулавăçри шкулта илнĕ. Шкулĕ вара конюшньăра вырнаçнă. Йĕри-тавра ут хатĕрĕ çакăнса тăнă, ачи-пăчи нумай. Юнашарах лашасем те чупнă. Вĕренме-и; Арçын ачасен лаша çине утланса ирĕке тухас килнĕ ахăр. Çак çурт паянхи кун та ларать-ха. Унта çынсем кил-çурт çавăрнă. Виталий Николаевич ачалăхне савăнăçпа аса илет. Вăтам классенче Писĕп ялĕнче ăс пухнă, кайран вара Элĕкри вăтам шкула пĕтернĕ.

Çамрăк чухне спектакльте выляма вăхăчĕ те пулман унăн. Салтака кайма ят тухсан савăннă. Чи малтанах вăл Узбекистанра Самарканд хулинче 334-мĕш çарпа авиаци шкулĕнче механика вĕреннĕ. Унтан ăна Инçет Хĕвелтухăçĕнче 1-мĕш сывлăш çарне янă. Кунта та нумай тытăнса тăман, каччăсене пайласа Амур тăрăхне ăсатнă. Виталий Николаевич Ми-6 А, Ми-10 вертолетсене пăхса тăрассинче тимленĕ.

Службăран таврăнсан çамрăк каччă пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Хăй каланă тăрăх, ГЭС тунă çĕрте те хастар хутшăннă. Виталий Филиппов чылай яваплă ĕçре тимленĕ, Госстрахра та вăй хунă, ял хуçалăх председателĕнче пилĕк çул ырми-канми ĕçленĕ.

Пĕр йышпа, пĕрлехи вăйпа

Яваплă та тăрăшуллă, ĕçчен те хастар. Çак сăмахсем пĕтĕмпех Виталий Николаевич çинчен, мĕншĕн тесен ăна ял-йыш та хисеплет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ял старости шутланать. 19-мĕш ĕмĕрте çĕклесе лартнă Çулавăç чиркĕвне çĕнетес ĕçре те унăн тÿпи калама çук пысăк пулнине каларĕç ку тăрăхра пурăнакансем. Ялти мĕнпур ĕçе пĕччен тăваймăн паллах. Чылай чухне укçа-тенкĕ çукки те пысăк чăрмав кÿрет. Çулсеренех ял уявĕсенче Елизавета Степанова халăха тутлă шÿрпепе тата пăтăпа сăйланине, Валентина Егорова сăра вĕретнине асăнать ял старости. Субботниксенче Раиса, Рена, Илья Самохваловсем яланах хастарлăхпа палăрнине калать. Виталий Андреев, сăмахран, ялти шыв башнине пăхса тăрассипе яваплă. Кашнинех ырăпа асăнать вăл. Çăл тунă чухне Светлана Клементьева, Мария Николаева, Владислав Сорокин, Юрий Федотов, Владислав Федотов тата ыттисем те пуçарулăхпа палăрнă-мĕн. «Çулавăçсем питĕ туслă халăх. Кашни çулах май уйăхĕнче пурте пĕрле пухăнса урамсене тасататпăр, çăва çинче хăтлăх кĕртетпĕр», - тет Виталий Филиппов.

Староста тивĕçĕсене тахçантанпах пурнăçласа пынăран ялти çынсем ăна шанаççĕ, пулăшсах тăраççĕ. Çитес вăхăтра ялта ача-пăча лапамĕ тума палăртаççĕ Çулавăçсем. Чиркÿ çумĕнчи сценăна та хăтлăх кĕртме тĕллев лартнă.

Вера МОРОЗОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика