21 апреля 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ отчетĕнче «Халăх инвентаризацийĕ» çинче те чарăнса тăчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ - республика территорийĕнче вырнаçнă авариллĕ, усă курман тата налук çаврăнăшне кĕртмен куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртасси.
Акцие йĕркелекенсем халăх инвентаризацийĕнче тупса палăртнă объектсен хуçисене вăл е ку объекта патшалăх кадастр учетне тăратмаллине тата харпăрлăха куçармаллине пĕлтереççĕ. Енчен те куçман пурлăх объекчĕн хуçи тупăнмасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кирлĕ документсем хатĕрлесе ăна «Усă курман куçман пурлăх объекчĕ» тесе палăртса регистрацилет, муниципалитет харпăрлăхне куçарать.
Ĕçпе ялсене тухсан чылай ял тăрăхĕнче пушă, кивĕ тата юрăхсăра тухнă хуçасăр хуралтăсем е хыт-хура ашкăрса ларакан çĕр участокĕсем куç тĕлне пулаççĕ, кăмăла хуçаççĕ. Вунă-вун пилĕк çул каялла фермăсенче ĕç вĕресе тăнă пулсан, паян урăхла сăн ÿкерчĕк. Пуш-пушă витесенче çил ачисем хăваламалла выляççĕ. Хăш-пĕр ялта кун йышши фермăсене аркатса пĕтернĕ, тепĕр çĕрте вара вĕсем ял сăн-сăпатне пăсаççĕ.
Кашни муниципалитетрах «Халăх инвентаризацине» ирттерме ĕç комиссийĕсемпе ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем район территорийĕнче пушă ларакан объектсене тупса палăртнă ĕнтĕ. Халĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле кашни объекта çитсе тĕрĕслев ирттереççĕ, вĕсемпе мĕнле усă курмалли çинчен ăнлантараççĕ. Эрнесеренех районти ял тăрăхĕсен территорийĕнчи хуçасăр объектсене вырăна тухса тĕрĕслессине ĕç ушкăнĕсем йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсен йышне район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем, налук службин ĕçченĕсем, Росреестр тата Роспотребнадзор специалисчĕсем, ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи федераци службин Управленийĕ кĕреççĕ. Черетлĕ «Халăх инвентаризацийĕ» акци Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Район администрацийĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алена Мулюкова регистрацилемен объектсене çитсе тĕрĕслев ирттерчĕ. Вăл ял тăрăхĕн пуçлăхне Алина Гавриловăна асăннă объектсен хуçисене тупма кирлĕ органсене запроссем яма ыйтрĕ.
В.Никифорова