Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хĕр упраçпа, яш-кĕрĕмпе пуян

20 января 2017 г.

Ял Урпаш шывĕн пуçламăшĕнче вырнаçнă. Урпай, Урпаш - тĕне кĕмен чăваш арçын ячĕ. Куçса килнĕ арçын ку тăрăхра пÿрт лартнă, майĕпен ял та пуçланса кайнă. Çакăн пек çырнă Урпаш ялĕ çинчен «Элĕк Ен» кĕнекере.

Урпаш ялĕ Питĕшкасси ял тăрăхне кĕрет. Яка асфальт çул кирлĕ вырăна хăвăртах илсе çитерет тенĕччĕ. Çук иккен, такăр çул ял варрине кăна çитет. Малалла асфальт çукки кунта пурăнакансене хытах пăшăрхантарать. Ял-йыш пĕлтернĕ тăрăх, Урпашра хĕрсемпе яш-кĕрĕм чылай, анчах вĕсем çемье çавăрма васкамаççĕ-ха. Шăп çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ ытти ялсенчен Урпаш. Тата ялти хĕрсем чылайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсем виçĕ урамра пĕр теçетке ытла. Каччăсен шучĕ те сахалах мар. «Мĕншĕн пĕрлешмеççĕ-ха çамрăксем; Мĕн-ма мăшăрланса ача-пăчаллă пулассишĕн çунмаççĕ;» - явăнать çак ыйту пуçăмра.

Аслă ăрурисем сахал Урпашра. Вĕсенчен пĕри - Галина Софронова. Вăл Çулавăç шкулĕнче хĕрĕх çул вĕрентекенре ĕçленĕ. Тепри - Юрий Давыдов. Шкула каякан ачасем ку ялта вун улттăн.

Урпашра выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа, чăтăмлăхпа палăраççĕ, мĕншĕн тесен йышлă выльăх усрасси ансат ĕç мар. Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн тимлемелле, çителĕклĕ апат, утă-улăм хатĕрлемелле. Чылайăшĕ пай çĕрĕсемпе усă курса утă-улăм, тырă хатĕрлет. Акă Арефийпе Людмила Ивановсем çулсерен тăватшар-пилĕкшер пуç сумалли ĕне тытаççĕ. Çĕр лаптăкĕсем те пысăк вĕсен. Александрпа Галина Михайловсем, Анатолийпе Рена Яковлевсем, Андрейпа Елена Ивановсем, Петрпа Любовь Давыдовсем 3-4-шар ĕне хĕл каçараççĕ. Макаровсем, Михайловсем йышлă сурăх, чăх-чĕп тытаççĕ. Эмма Александрова инди кăвакалĕсем усрама ÿркенмест. Утмăл пуç таранах вĕсем унăн. Валерий Трофимов вара пĕчченех пурăнать пулин те сурăхсем йышлă усрать. Ял çыннисем касури выльăх йышне ÿстернĕ май вĕсене пăхма çăмăлах маррине те ăнланаççĕ. Пĕччен те, иккĕн те пăхаймăн вĕсене. Çавăнпах-тăр йышлă выльăх усракансем электрокĕтÿçĕпе усă кураççĕ. Альбина Фирсовăн та сумалли ĕнесен шучĕ 5 пуç таранах. Кăвакал та йышлă тытать вăл. Вырăнти депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулнă май вăл яланах ĕçре.

Апла пулин те Альбина Германовна ал ĕçĕпе ларма та ĕлкĕрет. Пушă вăхăт тупăнсанах алла çыхмалли е тĕрлемелли тытать. Ачасене валли кофта, кĕпе, юбка, теттесем çыхать. Илемлĕ шальсем, жилетсем те маçтăрлать.

Урпашсем выльăх-чĕрлĕх усрассипе кăна маттур мар. Ялти тирпейлĕхе тытса тăма та пуçарулăх кăтартаççĕ. Çавна май унăн сăн-сăпачĕ те çулсерен илемленет. Ял старостин тивĕçĕсене Владимир Николаев пурнăçлать. Хăй ют çĕре ĕçлеме тухса çÿрет пулин те ял пурнăçĕнчи, çынсен хушшинчи лару-тăрăва яваплăн татса пама тăрăшать.

Ял-йышран кунсерен сĕт пуçтарассине те аван йĕркеленĕ. Çĕнĕ хыпарсене пĕлме, мĕн те пулин сÿтсе явма, хаçат-журнал туянма кунта почта уйрăмĕ ĕçлет. Кунта Эмма Александрова ертÿçĕ тивĕçĕсене йĕркелесе пырать. Урпаш ялĕнче пурăнакансене хулана, район центрне çитсе килме йывăрлăх çук. Ял çумĕнчен ятарлă маршрутка çÿрет. Кунне виçĕ рейс тăвать вăл. Хальхи саманари пурнăçпа тан пырасси ялта кашнин тĕллевĕ пулса тăрать те ĕнтĕ.

Урпашсем уяв чухне пĕрле туслăн савăнма пĕлеççĕ. Çĕнĕ çулта вĕсем ял варринчи пысăк та илемлĕ чăрăш патне пуçтарăннă. Кунти ватти-вĕтти те, çамрăкки те уяв картине тухнă. Ял халăхне савăнма Арефий Иванов, Владимир Николаев елкăна илемлетнĕ, тĕрлĕ теттесемпе капăрлатнă. Урпашри тепĕр хастарсем вара ял вĕçĕнчи тăвайккинче сцена хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Хăйсем тĕллĕн укçа-тенкĕ пуçтарса ăна бетонланă. Халĕ ĕнтĕ ял çыннисем кашни уяврах çав лапамра пуçтарăнма шутлаççĕ.

«Пĕрле пухăнса уяв ирттермелли вырăн пулни епле лайăх. Ку ĕçре Геннадий Александров, Андрей Иванов, Тимофей Макаров ÿркенмесĕр тăрăшрĕç», - пĕлтерчĕç Урпашсем. Çитĕнекен ăрушăн аслисен ĕçĕ-хĕлĕ те уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхне кура ачи-пăчи те маттур пуласси паллă. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç вĕресе тăрать. Çакă, паллах, лара-тăма пĕлмен, ялан ĕçре пиçĕхекен, пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшакан çынсенчен килет.

Лайăххипе пĕрлех пăшăрхантараканни те пур. Кунта пурăнакансен ялти çулсене хытарасси тата плотина тăвасси çинчен ытларах шутлама тивет. Пĕр шухăшлă пулса кар тăрса ĕçлени кăна палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшĕ.

                                                                                                                                                                                      А.СИЛИВЕСТРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика