Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни шывĕ сиплĕ, анчах …

17 января 2017 г.

Православи тĕнне ĕненекенсем январĕн 19-мĕшĕнче Кăшарние паллă тăваççĕ. Çирĕпленнĕ йăлапа çак кун юхан шывсемпе кÿлĕсенче вак касаççĕ.

Унти шыв сывлăхшăн сиплĕ шутланнине палăртать чылайăшĕ. Çавăнпа та хĕл сиввине пăхмасăрах шыва кĕрсе тасалма тăрăшать. Çапла туни вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшать, çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлать, вăй-хал хушать теççĕ.

Кăçал та ытти çулсенчи пекех Элĕк администрацийĕ çумĕнчи пĕвере, Кивуйра, Шĕмшешре, Татмăшра вак касĕç, шыва çветтит тăвĕç. Кашнинех сиплĕ шывра тасалас килет. Апла пулин те сивĕ шыва пурин те кĕме юраманнине асра тытмалла. Хăвăра эсир лайăх туятăр-и, нимĕн те ыратмасть-и; Чи малтанах юн пусăмне виçмелле. Вакка чăмиччен лайăх хатĕрленмелле, тухтăрпа канашламалла. Юн пусăмĕ пысăк пулсан микроинсульт пулма та пултарать. Пĕчĕк юн пусăмĕпе вара шăнăр туртса лартать, çын тăн çухатать. Вакка чăмиччен алкоголь пачах та ĕçмелле мар. Сиплĕ шывра чÿхениччен чи малтанах çийри тумтире, унтан урари атă-пушмака хывмалла. Хыççăн вара пилĕк таран хывăнмалла. Шыва кĕриччен кĕлеткене çуллă крем е олива çăвĕ сĕрсе ăшăтмалла. Пĕвере 2 минут ытла пулмалла мар. Унтан тухсан тÿрех алшăллипе чĕркенмелле те ăшă вырăна кĕрсе чей ĕçмелле. Хăрушсăрлăх йĕрки çинчен те манмалла мар. Вакка чупса пырса сикме юрамасть.

Чĕрепе, нерв системин чирĕсемпе аптăракансен, инфарктпа инсульт чăтса ирттернисен, куç чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, гипертонипе чирлекенсен вакка кĕмелле мар. Çавăн пекех тухтăрсем ачасене сивĕ шыва кĕртме хушмаççĕ. Ача пневмонипе, менингитпа е нерв системин чирĕсемпе чирлеме пултарать.

                                                                                                                                                  В.НИКИФОРОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика