13 января 2017 г.
Пултаруллă хĕрпе Питĕшкасси вăтам шкулĕнче паллашрăм. Вăл ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек, анчах та унра вăй-хăват тапса тăни, пурнăçа чунтан юратни, малалла ăнтăлни курăнать.
«Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Уява халалласа стена хаçачĕ кăларăпăр. Паян пурте уроксем хыççăн юлăпăр та кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерĕ, - терĕ Питĕшкасси вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ирина Романова тантăшĕ- сене.
Ирина - пысăк тавракурăмлă, мал ĕмĕтлĕ хĕр. Класри 15 ачаран вăл чи хăюлли. Тепĕр чухне арçын ачаран та ирттерет, сăмах патне кивçене каймасть, хăйне хÿтĕлеме пĕлнипе тĕлĕнтерет. Апла пулин те пуçа мĕн килнине шухăшласа калать. Тус-юлташне кÿрентерес йăла çук унăн. Пĕрле вĕренекенсене нихăçан та йывăрлăхра пăрахмасть. Çивĕчскер шкулти кашни мероприятие хутшăнать. Спорт ăмăртăвĕ, концерт е урăх мероприяти - пултаруллă хĕр пур çĕре те ĕлкĕрет.
Шурă хута çийĕнчех хуратать Ирина. Ÿкерме юратакан хĕр портретпа пейзажа кăмăллать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл класра художник шутланать. Пĕр-пĕр уяв тĕлне стена хаçачĕ кăларасси унăн тивĕçĕ. Класри ачасем те пулăшаççĕ ăна. Хитре ÿкерекенскер хăйĕн пултарулăхне кунран-кун аталантарса пырать, шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан дизнайнер пулма ĕмĕтленет.
Шкул чысне ăмăртусенче, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăра хÿтĕлесе çÿле çĕклекен хĕрачашăн çак çитĕнÿ малашне те вĕренÿ çине татах та ытларах тимлĕх уйăрма май парать. Унăн пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Çакна темĕн чухлĕ Хисеп хучĕсемпе дипломсем çирĕплетеççĕ. Шкулта пур предметпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан хĕрача çулсеренех темиçе предметпа олимпиадăсене хутшăнать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче историпе, вырăс чĕлхипе тата литературипе, обществознанипе çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ маттур хĕр. Кунта вĕрентекенсен тÿпи пысăк пулнине те пытармасть Ирина.
Пултаруллă çын пур çĕрте те маттур. Ирина ал ĕçĕпе те аппаланать, технологи урокĕсене кăмăллать. Хутран чĕр чунсен пуçĕсене маçтăрлассипе те пуçарулăх кăтартать. Тепĕр ырă ен те пур «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан вĕренекенĕн. «Мана Америка юрăçи Пионс питĕ килĕшет. Чунĕпе ырă кăмăллă хĕрарăм ыркăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнать. Çакă пархатарлă ĕç пулнине шута илсе манăн та çынсене пулăшу кÿрес килет. Тен, хăçан та пулин паллă ÿнерçĕ пулсан эпĕ те ыркăмăллăх акцийĕсене хутшăнăп», - хăйĕн ĕмĕчĕсене пĕлтерет Ирина Романова.
Пысăк тавракурăмлă пулас тесен кĕнеке нумай вуламаллине ырлать. Унăн пушă вăхăт сахал пулин те нумаях пулмасть Питĕшкасси шкулĕнче уçăлнă «Штрих-код» ташă ушкăнне те хаваспах çÿрет. Алла фотоаппарат е кĕсье телефонĕ тытса сăн ÿкерме те кăмăллать.
Вера МОРОЗОВА