18 октября 2016 г.
Вут-çулăм - этем пурнăçĕнчи чи хăрушă пулăм. Кĕске вăхăтрах кил-çурт çунса кĕлленет е çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 16 пушар тухнă. Вĕсенче 12 çын вилнĕ.
Халăха чрезвычайлă лару-тăруран сыхлас тата асăрхаттарас тĕллевпе районта тăтăшах профилактика рейчĕсем иртеççĕ. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районти пушар надзор пайĕн сотрудникĕсем план тăрăх 11 тĕрĕслев ирттернĕ, ĕçе 100 проценчĕпех пурнăçланă. Профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме кашни ял тăрăхĕнчех мобильлĕ профилактика ушкăнĕсем туса хунă. Пушар хăрушсăрлăхĕпе «Шкул», «Пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăм режим», «Çулла», «Ача-пăча канăвĕ» тата ытти профилактика мероприятийĕсем пулнă.
Çакăн йышши рейд иртнĕ кĕçнерникун Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унта районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Александр Семенов, Питĕшкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Валентина Евдокимова тата Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш Республикинчи Етĕрнери уйрăмĕн председателĕ Сергей Черновпа Алексей Васильев электрик хутшăнчĕç. Вĕсем Питĕшкасси ялĕнчи эрехпе туслă, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесем, пĕччен ватăсем патне çитсе тĕрĕслев ирттерчĕç.
Тÿрех палăртмалла, надзор пайĕн ĕçченĕсем темиçе кил хуçалăхĕнче электричество пăралукĕсем кивелнине тупса палăртрĕç. Вĕсем кил хуçисене вырăнăн-вырăнăн сыпнă пăралуксем хăрушлăх кăларса тăратнине те палăртса каларĕç. Çавăн пекех мунча тата пÿртри кăмакасене тĕрĕслерĕç, вĕсем йĕри-тавра пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарчĕç, памяткăсем валеçсе пачĕç, çутă пăралукĕсене кĕртнĕ чухнехи хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕç.
В.НИКИФОРОВА
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета