14 октября 2016 г.
Кăçал çу кунĕсенче çумăр питех савăнтармарĕ-ха ял çыннисене. Сайра-хутра çеç çукаларĕ. Кĕр кунĕсем çитсен вара кашни кунах çумăр тăкрĕ. Çакă уйрăмах ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансен чĕринче пăшăрхану çуратрĕ, ÿстернĕ пахча çимĕç уя юлас хăрушлăх кăларса тратрĕ. Ял çыннине шикленÿпе пĕрлех кун пек çанталăк савăнăç та парнелерĕ. Кĕр кунĕсенче кăçал кăмпа пуçтарма ÿркенекен те çак çимĕçе татма пултарни иккĕлентермест. Кăмпасене кăçал вăрманта çеç мар, çул хĕррипе вырнаçнă йывăç посадкисенче те, пахчара та, анкартисем хыçĕнче те татма май килчĕ.
Çулавăç ялĕнче пурăнакан Олег Петрович Иванов вара çаран çинче темĕн пысăкăш кăмпа татнă. Ытамласа та илме май çук çумăр кăмпине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. «Ара, эпĕ çамрăках мар ĕнтĕ. Кун пеккине вара хам ĕмĕрте пĕрре те курман», - каласа пачĕ вăтам çулсенчи арçын çут çанталăк тĕлĕнтермĕшне редакци ĕçченĕсене килсе кăтартсан.
Шкулсенче биологи урокĕсене ертсе пыракан учительсем вара çумăр кăмпи (дождевик) пĕр вĕçĕмех çумăр çунăран çавăнпек пысăк ÿссе кайма пултарнине палăртаççĕ.
Э.ЭЛИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета