23 августа 2016 г.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ. Вăл «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх» тĕллевпе иртрĕ. Çырава Питĕшкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç.
Халăхра çырав ирттерни налук пăхса тухассипе çыхăннă е кăтартусене çырава хутшăнакансене хирĕç усă кураççĕ текен сас-хура сарăлчĕ. Çакă пире, ял çыннисене, самаях хумхантарчĕ. Лиана Николаева, Лариса Терентьева çыравçăсем, Людмила Иванова инспектор пире Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Вĕсем çырав тапхăрĕнче халăхпа вашават, ăшă кăмăлпа калаçрĕç. Ял тăрăхĕнчи кашни кил хуçалăха çитсе çырав ирттерчĕç, ăнланман ыйтусем сиксе тухсан ял çыннисем çийĕнчех тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.
Валентина ЕВДОКИМОВА,
ертсе пыракан специалист-эксперт
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета