29 июля 2016 г.
Çулавăç уйĕсенче çак кунсенче ĕç шавĕ чарăнма та пĕлмест. Хăватлă трактор агрегачĕ, тусан мăкăрлантарса, çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе пуçарулăх кăтартаççĕ кунта.
Питĕшкасси ял тăрăхĕнче ахаль выртакан лаптăксем чылаях пулни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Самаях пысăк уйсенче хыт-хура ашкăратчĕ, тавралăха вăрман пусса илес хăрушлăх та тухса тăчĕ. Ырă улшăну туни вара чăннипех те пархатарлă. Малтанхи вăхăтри юхăнса кайнă уйсем халĕ хуп-хуран курăнаççĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ Информаци кунĕнче кирлĕ те усăллă ĕç пирки хĕрÿ калаçу пулчĕ. Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви çумĕнчи хушма пĕлÿ паракан «Нива» вĕренÿ центрĕ» автономлă учреждени директорĕ Николай Якимов ертсе пыракан ушкăн çĕнĕлле ĕçпе вырăна çитсех интересленчĕ.
Раççей шайĕнчи «Акран» компани йĕркелекен «Плодородие - Лукоянов» общество ĕçченĕсем хастарлăх кăтартаççĕ. Кунта çĕре сухаласа çемçетес енĕпе 375 лаша вăйлĕ хăватлă трактор ĕçлет. Вăл пиллĕк МТЗ трактора улăштарать, 8 метр сарлакăш илет.
- Механизаторсен пĕр канăç та çук, тăлăкĕпех ĕçлеççĕ. Ку енĕпе яваплă тăватă çынна хваттерпе тивĕçтертĕмĕр, - каласа пачĕ Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Гаврилова.
Çĕре çемçетсе çĕнетнĕ çĕрте агротехникăна пăхăнса ĕçлесси тĕп вырăнта. Агрегат уй тăрăх пĕр хутчен тухни çителĕксĕр-мĕн, çавна май çĕре виçĕ хутчен те кăпкалатса çемçетеççĕ. Çĕнелнĕ уйсене кĕр тыррисене акса хăварма палăртнă. Ыраш пĕтĕмпе 800 гектар таранах йышăнмалла. Вăрлăхĕ те паха, элита 180 тонна янтăланă иккен.
Ял тăрăхĕнче çĕнĕлле ĕçлекенсем те пур. Писĕп ялĕнчи Александр Харитонов хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Вăл тĕш тырă, выльăх апачлĕх культурăсем туса илессипе япăх мар ĕçлет. Çавăн пекех пусă çаврăнăшне çĕр улми те кĕртнĕ. Александр Андреевич кăçал, сăмахран, утă чылай янтăланă. Ăна сутассине йĕркеленĕ.
Питĕшкасси ялĕнчи Вячеслав Филимонов та çĕр ĕçне кăмăллать. Çамрăк 30 гектар лаптăка кирлĕ пек пăхса тăрассишĕн тимлет. Тĕш тырă, выльăх апачĕ туса илет. Хастар ĕçчен ял çыннисене те хаваспах пулăшать.
- Ялта пурăнакансем çĕр çинче ĕçлесех ырлăх-пурлăх тăвасшăн. 60 сотăй çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçараççĕ. Ку енĕпе çулавăçсем уйрăмах тăрăшуллă, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ Эльвира Макарова.
Питĕшкасси, Çулавăç тăрăхĕнче пурăнакансене усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ăнăçлă ĕçлеме пуçлани шанăç та кÿрет.
- Малашне ял-йыша валли ĕç вырăнĕсем те пулĕç, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Юрьевна.
Е. ИВАНОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета