01 июля 2016 г.
Савнă ялăм - тăван ял
Çулавăç
Туслăхра ĕç те ăнать
Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, хăйĕн аталанăвĕ. Çын шăпи евĕрех расна вĕсем. Çулавăç сали. Чылайăшĕ ăна чиркÿллĕ ял пулнипе пĕлет. Юлашки вăхăтра унăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнни сисĕнет. Ял урамĕсем тасалăхпа тирпейлĕхпе тыткăнлаççĕ, унчченхилле урамсенче татти-сыпписĕр çÿп-çап тĕрлĕ каяш йăванса выртнине асăрхаймăн. Ял варринчи çырма-çатрара та килти хуçалăхсенчен тухса пăрахнă ăптăр-каптăр выртмасть.
Аваллăха асра тытса сад ÇĔклесшĔн
Тĕпчесен-шĕкĕлчесен кирек хăçан та ял çинчен мĕн те пулсан çĕннине, интереслине пĕлетĕнех. Çулавăçсем палăрт- нă тăрăх, вĕсен тăрăхĕнчен паллă çынсем сахал мар тухнă- мĕн. Халăха çутта кăларас ĕçре тĕнчипе палăрнă Иван Василь- евич Вишневский ачалăхĕ тÿр-ремĕнех Çулавăç ялĕпе çыхăннă иккен, вăл священниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ пĕр вăхăт Çулавăç чиркĕвĕнче ĕçленĕ. Турă çурчĕ çумĕнчи пÿртре пурăнни те паллă. Чир- кÿрен инçех мар Вишневскисем куллен шыв ĕçме усă курнă çăл вырăнĕ те пур-ха. Ялти пуçаруллă пĕр хĕрарăмпа ÿркенмесĕрех унта çитсе килетпĕр. Тÿрех палăртмалла, çырмара вырнаçнă çăла çăлкуç вырăнĕн- че тунă, шывĕ шăрăх çу кунĕсенче те ăшăнмасть, ăш хыпнă чуна лăплантарать. Малтанхи тапхăртах, ялта колонкăпа усă курма пуçличчен, Çулавăçсем унти çăла та шыв патне сахал мар аннă-ха. Халĕ унти çула маннă тесен те юрать. Çавăнпа çăл патне пымалли сукмак та курăкпа ÿссе ларнă, çăл пури те çĕрĕшсе çĕрелле пусăрăннă. Çăлкуçĕ вара тапса тăрать-ха.
Чиркÿ йĕри-тавралла улма сачĕ пулнине те ял çыннисемпе калаçнă май пĕлтĕм. Каярахпа выльăх-чĕрлĕх хуçса, амантса пĕтернĕ ăна. Куншăн ял çыннисем хăйсене айăплă туяççĕ. Çавăнпа чиркÿ çывăхĕнче çĕнĕ сад çĕклеме палăртаççĕ. Ку ĕçе тытăннă та ĕнтĕ Çулавăçсем. Кăçал çуркунне вĕсем сад вырăнне тасатса тирпейлесе улма йывăççисем, ытти хунавсем лартса хăварнă. Прокопьевсен, Егоровсен, Викторовсен, Клементьевсен, Николаевсен, Ефремовсен, Самохваловсен çемье ячĕпе лартнă улма йывăççисем вăй илнĕ. Вĕсен хушшинче Спиридоновсен Лиля хĕрĕ лартнă сирень, Сорокинсен чăрăш хунавĕсем те çÿлелле кармашнă. Кашни йывăç çинчех кам лартнине çырса хунă. Çитес çулсенче çĕнĕ садра ял çынни слива, чие çырлине, пилеш тутанса пăхма, шурă сиреньпе çăка хÿттинче тăван тавралăхпа киленме пултарĕ. Чи пĕлте- рĕшли вара çĕнĕ сад çĕклес ĕçе ялти çынсене çеç мар, тăван кĕтесрен аякка тухса кайнă ентешĕсене те явăçтарнă.
Тăванлăх туйăмне вăйлатмалла
- Хăй çуралса ÿснĕ тăван кĕтес историне манакан çын малашлăхсăр, - палăртать Питĕш- касси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Гаврилова. - Мĕн авалтанах Çулавăçра июнĕн 26-мĕшĕнче ял пуххи иртнĕ. Ун чухне чиркÿ- рен инçех мар лавкка вырнаçнă пулнă. Ун умĕнче чăваш тумĕл- лĕ хĕрсемпе каччăсем карталанса юрланă. Уява Çулавăçсем анчах мар, ытти кÿршĕллĕ ялсенчен те чылаййăн пухăннă. Çак уява çулсеренех ирттерме тăрăшатпăр. Асăннă мероприяти çамрăксене авалхи йăла-йĕркене тытса пыма вĕрентнипе пĕрлех аякка тухса кайнисен туйăмне вăйлатса тăван ял çинчен аса илтерет, - ăнлантарать вăл.
Кăçал та Çулавăç пуххине халăх йышлă пухăнчĕ. Уявра Римма Грибова, Валентина Егорова эрешленĕ япаласен куравĕ нумайăшне тыткăнларĕ. Нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăннă мăшăрсем те чыс-хисепе тивĕçрĕç. Тин çеç пĕр çемьене пĕрлешнĕ мăшăрсемшĕн чĕрĕк ĕмĕр кил вучахне пĕрле хĕмлентерекен Валерийпа Елена Лукинсем, 30 çул пĕр чĕлхерен пурăнакан Виталийпа Зоя Самохваловсем, Петрпа Мария Семеновсем, 45 çул пĕр- пĕриншĕн тĕрев шутланакан Олегпа Юлия Ивановсем, 54 çул чĕрере вĕри туйăма упракан Виталийпа Зинаида Егоровсем тата 57 çул юратура пурăнакан Вениаминпа Зоя Яжуткинсем ырă тĕслĕх.
Çулавăçсем пуçарулăхпа палăрнине те асăнмасăр иртме çук. Кирек епле ĕçе тунă чухне те аякран пулăшу килессе кĕтсе лармаççĕ. Ял уявне спонсорсем укçа парасса кĕтсе мар, хăйсем çине шанса, нимелле, йĕркеленĕ.
Сăмах май, кун пек пĕр ĕç кăна мар тунă-ха. Пĕлтĕр, акă, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне çĕнĕ палăк çĕкленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ, унта хутшăннă 135 çын ятне çырса хунă.
- Палăк тăвас, яла хăтлăх кĕртес ĕçре кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшрĕ. Николаевсем, Самохваловсем, Прокопьевсем, Викторовсем, Филипповсем тăрăшулăхпа палăрчĕç. Лукинсем хăйсен вăйĕ-пех кĕпер турĕç, Ятарккара пурăнакансем çул сарчĕç. Владислав Ильин, Андрей Кодяков тракторпа тăпра турттарчĕç. Валентинăпа Петр Егоровсем, Нина Дмитриева, Иван Егоров, Наталия Логинова, Римма Грибова çак ĕçе хăйсен тÿпине хыврĕç. Сварка тăвассипе çыхăннă мĕнпур ĕçе вара Геннадий Александров пурнăçларĕ, - ентешĕсем çинчен хăпартланса каласа парать вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ Алина Юрьевна.
Эльвира КУЗЬМИНА