Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Студент пурнăçĕ савăнăçлă та, шавлă та, хумхануллă та…

22 января 2016 г.

Январĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей студенчĕсен кунне паллă тăватпăр. Халăхра халĕ ăна ытларах Татьянăсен кунĕ ятпа уявлаççĕ. Çак кун институт-университетра, колледж-техникумра вĕренекенсемшĕн чăн-чăн уяв. Мĕнрен пуçланса кайнă-ха вăл; Историрен илес пулсан çакă паллă, 1755 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Елизавета Петровна императрица «Мускав университетне туса хурасси çинчен» Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна алă пуснă кун Çветтуй Татиана асапланса вилнĕ кунпа пĕр тан килнĕ. XIX ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче пуçласа Татьянăсен кунне студентсем чăтăмсăррăн кĕтсе паллă тăваççĕ.

Элĕкри тĕп больницăна терапи уйрăмне практикăна килнĕ çамрăксем те Студентсен кунне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çакă вĕсемшĕн, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн пĕрремĕш курс çамрăкĕсемшĕн, студент пурнăçĕнчи чи пирвайхи пысăк уяв темелле. Кашниех хăйĕн пурнăçĕнче студент пулма ĕмĕтленет-çке. Вырăс Сурăмĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Борисов, Писĕпри Дмитрий Михайлов тата Янкурасри Юлия Журавлева çак ĕмĕт-тĕллевпех пурăннă.

Халĕ вĕсем - чăн-чăн студентсем. Умра - çывăрман каçсем, зачетсемпе экзаменсем. Апла пулин те чылай çул иртсен те студент чухнехи вăхăта кашниех савăнăçпа аса илĕ.

Сергей Борисов Юнтапа шкулĕн-че пĕлÿ илнĕ чухнех Татьяна Максимова вĕрентнĕ биологи урокĕсене кăмăлланă, медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Хăй каланă тăрăх, унăн аслашшĕ çамрăк чухне ветеринарта тăрăшнă. Каччăн ĕмĕтĕнче вара - çынсене сыватасси, çавăнпа медицина факультетне вĕренме кĕнĕ вăл. «Студент пурнăçĕ шавлă та, савăнăçлă та, хумхануллă та. Апла пулин те питĕ интереслĕ», - хавхаланупа каласа парать Сергей.

Димăна та студент пурнăçĕ кăмăла каять. Шкул вăхăтĕнчех олимпиадăсене хастар хутшăннăскер аслă вĕренÿ заведенийĕнче те ялан çĕннине пĕлме тăрăшать. Анатомипе биологи предмечĕсене юратса вĕренет. «Пирĕн йăхра медицина ĕçченĕсем çукран çак утăма турăм. Вĕренме интереслĕ», - шухăшне пĕлтерет каччă. Алла диплом илсен хамăр района ĕçлеме килме ĕмĕтленет.

Юля та çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Уншăн çынсене пулăшасси - тĕп вырăнта. «Медицина ĕçченĕн çынна эмелпе кăна мар, сăмахпа та сиплеме пĕлмелле тесе шутлатăп. Çакна халех, студент вăхăтĕнчех ăша хывмалла», - терĕ хĕр.

Студентсем январĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен Элĕкри тĕп больницăра практикăра пулаççĕ. Тăрăшуллăскерсем тухтăрсем мĕн каланине вăхăтра пурнăçлаççĕ. Виççĕшĕ те «Сиплев ĕçĕ» специальнăçа алла илекенскерсем пĕр-пĕр-не пулăшса пыраççĕ. Студентсен кунĕнче вара пĕрле ларса тортпа чей ĕçме тата Татьянăсене саламлама палăртса хунине те пытармарĕç хăйсем.

Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика