03 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче республикăра, çав шутра Элĕк районĕнче те, тÿлевсĕр право пулăшăвĕ памалли кун иртет. Ун чухне кашниех хăйне пăшăрхантаракан ыйтупа адвокат, юрист, прокуратура ĕçченĕ патне кайса тивĕçлĕ хурав илме пултарать. Район çыннисене «Меркурий» бизнес-инкубаторта вырнаçнă С.Илларионов адвокат, Г.Борзова, С.Алексеев юристсем, Е.Зайченко нотариус, район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ И.Ильина, юрисчĕ В.Васильев, район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ А.Большова, полици пайĕн çула çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕ М.Никитина йышăнаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета